Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йышпа кирек мĕнле ĕç те ăнать

07 декабря 2009 г.

Хамăр таврари пурнăçа улăштармашкăн патшалăх уйăрса паракан укçа-тенкĕ пулăшăвĕ яланах çителĕксĕр пек туйăнать. Мĕншĕн тетĕр-и. Ялта пурăнакан çын хăй пуçарулăх кăтартмасан, унăн ырă тĕслĕхĕпе тепри малалла утмасан, виççĕмĕшĕ те алă сулсан, вырăнти проблемăсене татса парас ĕçе тапратма çав тери кăткăс. Ял территорийĕнче пурнăçламалли пĕр пĕчĕк ĕçе вĕçне çитермешкĕн те пысăк пĕршухăшлăх кирлĕ. Уйрăмах - паянхи çĕнĕ пурнăç саманинче. Тĕрĕсрех, ун патне куçас тапхăрта.

Вăл е ку хутлăх территорийĕнче пĕлтерĕшлĕ ĕçсем йывăрлăхсемсĕр мар пулин те, вĕсем ăнăçлăрах пурнăçланса пыни чи малтан кунти халăхăн ăнланулăх шайĕ çÿлте пулнине палăртать. Ял хутлăхĕн пуçлăхĕ пĕр пĕччен "сурнипе" ĕç тени типме те пултарать, унпа пĕрле халăхĕ сурсан кăна кÿлĕ пулать. ÿапла каланă ĕлĕкхи ăслă ватăсем. Çак каларăшăн чăнлăхне, акă, Сĕнтĕрпуç ял хутлăх территорийĕнче пурăнакансенчен нумайăшĕ аван ăнланать, тÿрре кăларма тăрăшать.

Хутлăх администрацийĕн пуçлăхне Манефа Александровна Михайловăна куншăн мухтамалла çеç. Анчах вăл хăй çакăнпа пач та килĕшесшĕн мар, мĕншĕн тесен вырăнти халăхăн пуçарулăхне тĕрлĕ майсемпе "вăратассине" кулленхи ĕç вырăнне хурать. Урăхла каласан, çĕршер-пиншер ĕçчен пекех тăрăшать. Çавах та кашни ял хутлăх пуçлăхĕн хăйĕн ĕç стилĕ е майĕ пурах. Айккинчен çакă тепĕр чух пит уçăмлă курăнать. Манефа Александровнăна, акă, официаллă ĕç çине творчествăлла пăхни пулăшмасть мар, ахăртнех. Халăхăн пуçаруллă ĕçне, ял çыннисен тăрăшăвне вăл паянхи кунчченех фотоÿкерчĕксенче анлă историре хăварма ăнтăлать, мĕншĕн тесен çак ÿкерчĕксем малтан ятарлă альбомсене вырнаçаççĕ, ун хыççăн хулăн альбомсем республика, Раççей шайĕсенче иртекен тĕрлĕ конкурссене ăсанаççĕ. Тĕпрен илсен, тавралăха тирпей-илем кĕртессипе, ял хутлăх ĕçне сăнлассипе çыхăннă конкурссене. Çапла, юлашки çулсенче асăннă хутлăх территорийĕнчи Чиперуй, Турханкасси ялĕсенче пурăнакансем ырă тĕслĕхĕпе республикăра палăрчĕç.Сĕнтĕрпуç хутлăхĕн ĕçне пĕтĕмĕшле Раççей шайĕнче те пысăка хурса хакланăччĕ. Сăмах май, кăçалхи пĕлтерĕшлĕ ĕçсен "çыххине" те вырăнти администраци типтерлĕн Мускаври конкурса ăсатнă. Унăн пĕтĕмлетĕвĕсем халлĕхе паллă мар-ха. Тен, хальхинче те ăнăçĕ. Апла-и, çук-и, чи пахи - пурнăçланă ĕçсем çывăхра пулни, халăх хăйĕн тăрăшулăхĕпе кăмăллă юлни, хăйĕн тăрăхĕпе пыран-çÿрене савăнтарма, тĕлĕнтерме, ăмсантарма пултарни.

Тĕслĕхрен, Вячеслав Петрович Григорьевах илер. Тăван çĕршывăн Аслă вăр-çинче пуç хунисене асăнса лартнă Сĕнтĕрпуçĕнчи палăка вăл хăйĕн пуçарăвĕпе тĕпрен юсаса çĕнетме тытăннă. Хăйĕн кĕсйинчен кăна вуншар пин тенкĕ укçа тăкакланă. Çакăншăн пач та ÿкĕнмен. Пĕр çын çакнашкал пархатарлă ĕçе пуçăннине кура ялти ытти çынсем те айккинче юлма пултарайман, май çитнĕ таран укçа-тенкĕпе пулăшнă. Çавах та ĕçе вĕçлеме финанс тени кăштах çитеймест, анчах ку йывăрлăх вăраха тăсăлас çук, палăртнă тĕллев пурнăçланмаллах.

Сĕнтĕрпуçĕнчи Культура çурчĕ районта республикăн ятарлă программипе модернизациленекен пĕрремĕш (культура çурчĕсем хушшинче) объект пулнинче те вырăнти халăхăн, уйрăмах яваплă çынсен тÿпи пĕчĕк мар. ¤на газификацилесси, ун патне илсе çитерекен çула, таврари лап-тăка типтерлесси, çуртра юсав ĕçĕсем ирттересси, çĕнĕ музыка аппаратури кÿрсе килесси - вуншар тĕрлĕ ĕç тума ĕлкĕрнĕ кунта. Паян артистсем валли çĕнĕ тумсем, сцена валли чаршавсем çĕлесси кăна юлнă. Вĕсене заказпа ятарлă предприятисем çĕлеççĕ. Çакăн хыççăн пукане пек чиперленнĕ ялти культура учрежденийĕ алăкĕсене çĕнĕлле уçĕ, Çĕнĕ çул умĕн тăрăшуллă ял халăхĕ валли хăйне май парне пулса тăрĕ.

Ял халăхне ĕçмелли шывпа тивĕçтерессипе те ку хутлăх районта чи малтан çĕнĕлĕх шыракансенчен пĕри пулчĕ. Шыв уçлакан насуса кирлĕ шайра тытса пыма май паракан система (система управления погружным насосом) хальхипе танлаштарсан чылай перекетлĕх кÿмелле. Укçа-тенкĕ çите-лĕксĕртереххине пула туяннă ятарлă шкапа кирлĕ вырăна вырнаçтарма ĕлкĕреймен-ха, анчах çулталăк вĕçлениччен ку ĕçпе татăласси - планрах.

Ялсенчи çĕнĕлĕхсен, улшăнусен ярăмĕ кĕске мар. Акă, Турханкассинче элек-тричество линийĕн юписене 2 километр та 600 метр тăршшĕ таран тĕпрен улăштарнă. Тĕрĕсрех палăртсан, халĕ системăна автоматизациленĕ.

Пурăнакан халăх ăнланулăхне кура ял çакнашкал утăмсемпе çĕнелсе улшăнать пулсан, унăн малашлăхĕ çук теме чĕлхе çаврăнмасть. Тен, çав малашлăх çути пур ялăн та пĕр шайрах мар пулĕ, анчах Çĕр-планета Хĕвел тавра çаврăннă май çутă пурпĕр çаврăнса çитĕ.

Сĕнтĕрпуç хутлăх территорийĕнчи кашни ялах паян такăр çул çыхăнтарать. Çакă пысăк ÿсĕм, çавах та ÿссе аталанмалли ытти енсем те сахал мар-ха. Çывăх вăхăтра, акă, муниципаллă пушар хуралне йĕркелессипе тачă ĕçлемелле тата ытти нумай проблемăна тимлĕх уйăрмалла...

И. НИКИТИНА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика