Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çеçпĕле халалласа

07 декабря 2009 г.

Çак кунсенче Хуракасси шкулĕнче пĕрремĕшпе иккĕмĕш класра вĕренекенсем уроксем хыççăн шкул библиотекине пухăнчĕç. Кунта Çеçпĕл Мишши 110 çул тултарнине халалласа кĕнеке выставки хатĕрленĕ. Çавăн пекех ачасем чаплă поэтăмăрăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен презентаци курчĕç.

Вĕренекенсене Çеçпĕл Мишшин ачалăхĕ, шухăш-ĕмĕчĕ, ĕçĕ-хĕлĕ, пултарулăхĕ, ăстăнĕ, вĕри чĕри, малашлăха çирĕп шанни хавхалантарчĕ, 5-6 çултах вулама пĕлни те тĕлĕнтерчĕ. Ачасем кăвар чĕреллĕ поэтăмăрăн сăввисемпе те паллашрĕç, питĕ юратса итлерĕç. Вĕсен те ун пекех пултаруллă та мал ĕмĕтлĕ пулас килчĕ.

Тĕлпулу питĕ пĕлтерĕшлĕ иртрĕ. Вĕренекенсенчен чылайăшĕн сăвă çырас кăмăл çуралчĕ. Мероприяти пурне те килĕшрĕ.

С. КАРПОВА,

библиотекарь.

А. КОНДРАТЬЕВА,

воспитатель.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика