Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрçă паттăрĕсем çинчен

07 декабря 2009 г.

Кунран-кун çывхарса пырать Аслă Çĕнтерÿ уявĕ. Çитес çулхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче ирсĕр фашистсене çапса аркатнăранпа 65 çул çитет. Асăннă сумлă юбилей çулĕ иртнĕ çулхисенчи юбилейсенчен уйрăлса тăрĕ.

20-30 çул каялла Аслă Çĕнтерÿ кунне уявланă чух Тăван çĕршывăн аслă вăр-çине хутшăннă фронтовиксем ял, хула урамĕсемпе колоннăсемпе пынă пулсан, юлашки çулсенче апла мар. Мĕншĕн тесен вĕсен йышĕ сахаллансах юлнă. Хăшпĕр хуласемпе ялсенче вĕсем вуçех те çук. Юлнисем те, сывлăхĕсем хавшанине пула, питех тухса çÿреймеççĕ, Çĕнтерÿ уявне халалланă мероприятисене хут-шăнаймаççĕ.

Çар комиссариачĕ вăрçăра çухалнă, вилнĕ салтаксем çинчен вĕсен чи çывăх çыннисем (ашшĕ-амăшĕсем, мăшăрĕсем) патне хут ярса парать. Çак хутсене вĕсем тирпейлĕ упраççĕ, хăйсен мăнукĕсене иртнĕ çулсене асăнса кăтартаççĕ.

Шĕнерпуç ялĕнче Нагасовсен çемйи пурăннă. Иван Григорьевичпа унăн мăшăрĕ икĕ ача - Васили ывăлĕпе Людмила хĕрне - пăхса çитĕнтернĕ. Иван Григорьевич Шĕнерпуç ялĕнче ятлă çын пулнă. Вăрçă умĕнхи çулсенче "Кустарь" ятлă эртеле ертсе пынă. 1943 çулта ăна Аслă вăрçа Тăван çĕршыва хÿтĕлеме илсе каяççĕ. Ирсĕр фашистсене вăл йывăр артиллери тупписенчен аркатнă. 1944-1945-мĕш çулсенче паттăр салтака "Çапă-çури паллă ĕçсемшĕн" медальпе наградăланă. Вăрçăран таврăнсан Иван Нагасов йывăçпа ĕçлекен эртелĕн председателĕ пулса хуçалăха ертсе пынă. Шкулта тăватă çул кăна вĕреннĕ пулсан та хуçалăха тытса пыма ăста пулнă. Çак хуçалăхра урапасем, çунасем тунă. Вĕсем май килнĕ таран Сĕнтĕрвăрри тата Çĕрпÿ пасарĕсене кайса сутнă, хăшпĕр чух тырăпа, çăнăхпа та улăштарнă.

Иван Нагасовпа унăн мăшăрĕ Агафия Павловна иккĕшĕ те ватăлса вилнĕ. Иван Григорьевич хăйĕн вăрçă вăхăтĕнчи докумен- чĕсене ачисене парса хăварнă. Вĕсем вара çар докуменчĕсемпе малалла мĕн тумаллине манран ыйтса пĕлчĕç. Эпĕ вĕсене çапла сĕнÿ патăм, "Сĕнтĕрвăрри хулинчи краеведени музейне парне пултăр. Ку документсене шкул ачисем музее экскурсие пырсассăн пăхса вулама пултарччăр, хăйсен ентешĕн вăрçăри тата мирлĕ пурнăçĕнчи паттăрлăхĕпе кăсăкланса паллашччăр".

Н. ИВАНОВ,

ĕç ветеранĕ.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика