07 декабря 2009 г.
Çак кун манăн редакцинчи ĕç кунĕ яланхи пекех пуçланчĕ темелле. Анчах та кăнтăр апачĕ тĕлне ĕç пÿлĕмне "кĕтмен хăна" килни ăна пачах урăх еннелле пăрса ячĕ, унччен шутласа хунă сăмахсем те шурă хут çине çырăнмарĕç, хам вара чылайччен тарăн шухăша путса çÿрерĕм...
Халĕ, кăштах вăхăт иртнĕ хыççăн, сире те, вулаканăмсем, çак ĕç-пуçпа паллаштарас терĕм. Тепĕр тесен, çав "кĕтмен хăна" хăй те шăпах çак тĕллевпе килнĕ те редакцине. Сăмах май каласан, тĕрлĕ ыйтупа пулăшу ыйтма çÿреççĕ районта тухса тăракан пĕртен -пĕр "Пирĕн сăмах" хаçат редакцине çынсем. Хăшĕсем, уйрăмах ветерансемпе пенсионерсем, хăйсене пырса тивекен çăмăллăхсем çинчен тĕплĕнрех пĕлесшĕн. Теприсене вара, ытларах ялтан килнисене, çĕр ыйтăвĕ канăç памасть. Виççĕмĕшĕсем тăван-хурăнташĕсене çуралнă кунпа саламласшăн, тăваттăмĕшĕсем вырăнти журналистсемпе куçа-куçăн тĕл пулса чуна уçса калаçасшăн, пиллĕкĕмĕшсем... Çапла, кашнин хăйĕн ыйтăвĕ, кашнин хăйĕн тĕллевĕ. Эпир вара нумаях пулмасть килнĕ "кĕтмен хăна" патне таврăнар-ха.
- Айăп ан тăвăр та, манăн Сирĕнпе питĕ калаçмалли пур, - терĕ çамрăк хĕрарăм манăн ĕç пÿлĕмне кĕнĕ-кĕмен. -Тахçанах шутланă çакăн çинчен, анчах кашнинчех тем чăрмантарать. Акă, паян хăюллăх çитерсех килтĕм Сирĕн пата, - калаçрĕ вăл малалла. - Çырупа çырса ярас шухăш та çуралнăччĕ, анчах ун пек тунипе хамăн чун ыратăвне уçса параймăп пулĕ терĕм. Чăн та, кăштах çыртăм-ха эпĕ çакăнта, - терĕ вăл хăй çырнă хут листине мана именчĕклĕрех тыттарнă май. -Тен, мăшăрăм хаçатра хăй çинчен çырнă йĕркесене вуласа кăшт та пулин тăна кĕрĕ... "Пирĕн сăмах" хаçата хуняма та юратса вулать, çитес çул валли те çырăннă ăна вĕсем. Хăйсем вуламасан та, кÿршĕсем калĕç.
Чăннипех те пысăк хуйхă илсе çитернĕ иккен çак Октябрьски тăрăхĕнче пурăнакан çамрăк хĕрарăма пирĕн пата. Вăл хăйĕн чăн-чăн ятне каларĕ пулин те паллă сăлтавсене пула эпир ăна Лена тейĕпĕр. Вулакансемшĕн уçăмлăрах пултăр тесе вара çакна та каласа хăварар, Лена хăйĕн паспортне, тĕрлĕрен сăнÿкерчĕксене те илсе килнĕ редакцине.
Мĕн тăвăн, пурнăç вăл пурнăçах çав. Кашни çыннăн шăпи тĕрлĕрен килсе тухать. Пач кĕтмен çĕртенех тем те сиксе тухма пултарать пурнăç-ра, паянхи пăтрашуллă тап-хăрта - пушшех те. Лена та хăйĕн çемйипе çакăн пек пăтăрмах сиксе тухасса темиçе çул каярах шухăшлама та пултарайман. Анчах пурнăç кустăрми йĕркеллĕ куснă çĕртенех пач урăх еннелле çаврăннă. Акă, мĕн каласа пачĕ вăл пире хăйĕн телейсĕр шăпи çинчен.
- Чунри "пушара" çын курмасть, хăшĕсем тата, "хура чунлисем", çын хуйхишĕн савăнаççĕ. Санпа хире-хирĕç калаçнă чух хĕрхеннĕ пек пулаççĕ, кăшт пăрăнса иртсенех "чулпа переççĕ". Тем тĕрлисене те курма тиврĕ ĕнтĕ мана хамăн пурнăçра, чĕрери юрату çунса кĕлленчĕ, çемье арканчĕ, пурнăç чарăнса ларчĕ...
Шăпах 15 çул каялла пĕр-пĕрне чунтан килĕштерсе, юратса çемье чăмăртарăмăр эпир Владимирпа. Унăн амăшĕ хирĕç пулнине пăхмасăрах туй туса пĕрлешрĕмĕр. Малтанах питĕ телейлĕччĕ эпир. Ял-йыш та ăмсанатчĕ пире. Пурăнма кил-çурт та çавăртăмăр, çемьере йыш та хутшăнчĕ, умлă-хыçлă хĕрпе ывăл çуралчĕç. Мăшăрăмпа иксĕмĕр те ĕçлеттĕмĕр, килкарти тулли выльăх-чĕрлĕх тытаттăмăр, пахчари ĕçсене те вăхăтра туса пыма ĕлкĕреттĕмĕр. Çапла майĕпен йывăрлăхсене пĕрле çĕнтерсе ура çине тăтăмăр темелле, анчах чи йывăрри умра пулнă иккен. Пирĕн йĕркеллĕ çемьене "хура çĕлен" шуса кĕрсе веçех аркатрĕ, упăшка ют районтан пирĕн яла куçса килнĕ пĕр çамрăк хĕрарăмпа явăçса кайрĕ. Мĕн кăна чăтса ирттермерĕм-ши юратнă çын çапла сутăнчăкла хăтланнине пула. Анчах шăла çыртса тенĕ пек малаллах пурăнма тăрăшрăм. Ачасене хĕрхенсе, ашшĕ кирлĕ тесе упăшкана куççуль витĕр каçартăм ун чухне. Хамăр вара çак пăтăрмах хыççăн Шупашкара пурăнма куçрăмăр. Урăх ун пекки нихăçан та пулмасть тесе чĕркуçленсе каçару ыйтакан мăшăра ĕнентĕм, шантăм пулмалла. Анчах хулари пурнăç та мана сăпкара сиктермерĕ. Тем пек тăрантарсан та кашкăр вăрманаллах пăхать тенĕ евĕр, манăн мăшăр каллех мана улталарĕ - хăйĕнчен чылай çамрăк хĕрарăмпа çыхланса кайрĕ. Малтанах ĕçрен çурçĕр иртни пĕррере, иккĕре киле килме пуçларĕ, кайран темиçе кунлăха та "çухалма" тытăнчĕ. Çак мăшкăла чăтаймасăр эпĕ упăшкаран уйрăлма шутларăм (Тĕрĕссипе паянхи кун та уйрăлса пĕтмен-ха эпир). Ман çемьене аркатакан аскăн хĕрарăма çакă çеç кирлĕ пулнă. Вĕсем халĕ эпĕ çамрăк чух хам сывлăха хĕрхенмесĕр нушаланса лартнă пÿртре савăнса пурăнаççĕ. Çын куççулĕпе телейлĕ пурнăç куратăп тет-ши çак хĕрарăм.
Пÿтсĕр, çын çемйине аркатакан хĕрарăма телей парас тесе çĕрне-кунне пĕлмесĕр ĕçлерĕм-ши эпĕ кил-çурта тунă чух. Ман хуняма, эпĕ мĕнлерех нушаланнине веçех курнăскер, мĕншĕн çав аскăн хĕрарăм майлă çаврăнса ÿкрĕ. Ывăлĕ киле илсе пыракан кашни хĕрарăмах йышăнма хатĕр-ши вăл. Эй, мăнтарăн шăпи тата мĕнлерех асаплантарĕ-ши мана. Эпир йĕркеллĕ пурăнманни ачасене те нушалантарать. Тем тесен те вĕсене чи малтан телейлĕ пулма тăван ашшĕпе амăшĕ юнашар пулни кирлĕ-çке. Манăн хуняма мăнукĕсене хĕрхенсе, ывăлне ăс парас вырăнне пач урăхла хăтланать. Пĕр паллă юрăра хуняма пирки иккĕмĕш анне тесе юрлаççĕ пулин те маншăн вăл амаçури аннерен те хăрушăрах пулса тăчĕ. Халĕ ялта ман çинчен тем тĕрлĕ киревсĕр сăмахсемпе калаçса çÿреме те именмест, хăйĕн ывăлне ырă туса мана вараласшăн ĕнтĕ. Пирĕн пурнăçа айĕн-çийĕн пăтратнă çĕрте хуняма тÿпи те сахал мар. Анчах эпĕ хунямана та, ыттисене те çапла шантарсах калатăп, упăшка мана пăрахса урăххине суйласа илнĕ тесе эпĕ ĕçсе кайман, киревсĕр ĕçсем те тума шутламастăп, темле пулсан та тăван тĕпренчĕксене йĕркеллĕ пăхса ÿстерес килет манăн. Тен, шăпам çакăн пек телейсĕр килсе тухнишĕн хамăн айăп та çук мар пулĕ. Анчах эпĕ çемье тĕрекне сыхласа хăварма темле тăрăшрăм пулин те хăват çитереймерĕм, ваннă савăта тепĕр хут çыпăçтарма питĕ йывăр. Хама вара çунат хуçнă кайăк пекех туятăп. †мĕр тÿрленейми чĕре суранĕ çамрăклах ытла та тарăн йĕр хăварчĕ. Теприсем вăрăм ĕмĕр пурăнса та эпĕ мĕн курнине, мĕн чăтса ирттернине пĕлмеççĕ те, чухламаççĕ те пулĕ. Ан та чухлаччăр. Пурнăç çулĕпе ĕмĕр пĕрле утма юратса, шанса суйласа илнĕ çын - тăван тĕпренчĕкÿсен ашшĕ хăвна çапла сутма пултарнине чăтма питĕ йывăр...
Çапларах чунне уçса хăй мĕнлерех йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкни çинчен каласа пачĕ Лена. Вăл хăйĕн çемье пурнăçĕнчи тÿнтерле пулăмсем çинчен хаçатра çырмалла мар тĕслĕхсене те илсе кăтартрĕ. Чăннипех те çак хĕрарăма май пур таран пулăшас килет. Анчах мĕнле. Тен, вулаканăм, эсĕ мĕнле те пулин канаш парăн. Çырусем кĕтетпĕр сирĕнтен.
С. КУЛИГИНА.