07 декабря 2009 г.
Çиччĕмĕш класра вĕренекен Света килне çитсен вĕри апат пĕçерсе çиес шухăшпа васкасах утрĕ ял хушшинчи сукмакпа. Аллинче - тулли хутаç. Унта - çĕрулми, купăста, ытти пахчаçимĕç. "Мĕн тери ыркăмăллă-çке пирĕн ял хутлăхĕн пуçлăхĕ. Хĕрарăм пурне те ăнланма, пулăшма тăрăшать.
Апат-çимĕç хутаçне илме аванах та марччĕ, анчах мĕн тăвăн...". Çакнашкал йывăр шухăша путнă хĕрача хăйĕн çулĕ çине тăван амăшĕ хăш кĕтесрен сиксе тухнине сисеймесĕрех юлчĕ. Яланхиллех ĕçсе ÿсĕрĕлме ĕлкĕр-нĕскер, тÿрех хĕрĕн аллинчи хутаçа куç тĕллерĕ. Света çавна курса, "Анне, тархасшăн, туртса ан ил. Акă, киле çитсен вĕри апат пĕçерсе çийĕпĕр. Эсĕ, эпĕ, шăллăм - пĕрле ларăпăр сĕтел хушшине", - тархасламах тытăнчĕ темелле. Анчах хĕрĕн сăмахĕсем амăшĕн хăлхине кĕресшĕн те пулмарĕç, вăл тулли хутаçа çăмăллăнах туртса илчĕ те, "Хĕрĕм, эс утах киле. Эпĕ çиччас çитетĕп", - тесе, юнашарти юрлă сукмакпа шав малалла вĕçтерчĕ.
†нертенпе хутса ăшăтман пÿртре Светăпа Витя амăшне кĕтрĕç-кĕтрĕç, кĕтсе илеймерĕç. Каç енне хирĕçри кÿршисем патне телевизор пăхма каçсан, кил хуçисем мĕскĕнсене хăйсем патне çĕр каçма хăварчĕç. Мĕн хушă вăраха тăсăлĕччĕ вĕсен çакнашкал нушаллă пурнăçĕ - калама хĕн, анчах пĕр кунхине суд амăшĕн правине туртса илни ачасен шăпине туххăмрах улăштарчĕ.
Пĕр енчен пăхсан, ашшĕ-амăшне ачисене пăхма, воспитани пама правăсăр хăварнă, тени хăрушшăн янăрать. Ача çуртĕнче ÿссе çитĕнмен çын кăна унта лайăх теме пултарать", - палăртаççĕ хăшпĕр тăлăх-туратсем. ¤нланмалла, ача ашшĕ-амăшне темле пулсан та атте е анне теесшĕн. Эрех черкки ăшне путнă ашшĕ-амăшĕнчен текех пайта пулас çукки куçкĕрет пулин те.
Çакнашкал ашшĕ-амăшĕсенчен ачисене вăхăтра уйăрнин пĕлтерĕшĕ те, тепĕр енчен илсен, пĕчĕк мар. Вырăнти ял хутлăхĕн пуçлăхĕ проблемăллă çемьесене асăрхамасăр иртме пултараймасть. Çакăн пек çемьери ачасене чи малтан ашшĕн е амăшĕн прависене туртса илес тĕлĕшпе пулăшнине тĕп вырăна хумасть вăл, паллах. Шел те, ытларах чухне ĕçке ернĕ ашшĕ-амăшĕсене тÿр çул çине тăратассипе тăрăшни сая каять. Ирĕксĕрех вара вĕсене ачисенчен уйăрма тивет .Кун пек чухне халăхĕ куç хыçĕнче кăшлавлă хак пани те сайра мар, анчах ик усалран пĕчĕкреххине суйласа илни, кирек мĕн каласан та, пахарах.
Акă, çÿлерех асăннă Светăпа Витьăн шăпинех илер. Амăшне (ашшĕ пурнăçран чылай малтан уйрăлса кайнă пулнă) воспитани прависĕр хăварнă хыççăн вĕсем иккĕшĕ те ача çуртĕнче хÿтлĕх тупнă, вăтам пĕлÿ илнĕ хыççăн ятарлă професси пĕлĕвĕ пухнă. Света çакăнпа кăна çырлахман. Унăн малалла вĕренес ĕмĕчĕ пысăк пулнă. Пурнăç çитменлĕхне пăхмасăрах вăл Раççейри чи сумлă аслă вĕренÿ заведенине вĕренме кĕнĕ, ăна ăнăçлă вĕçлесе, хальхи саманашăн пĕлтерĕшлĕ специальноçа алла илнĕ. Вырăнти ял хутлăхĕн пуçлăхĕ вĕсене çурт-йĕрлĕ тăвас ыйтупа ĕçлеме манман. Федераллă программа пулăшнипе тăлăх-туратсем паян иккĕшĕ те хваттерлĕ пулнă.
"Хĕрарăмсен уявĕ умĕн тепĕр тăлăх турат асăнмалăх парнепе тав туни те асрах. Хĕпĕртетĕп уншăн. Тивĕçлĕ пĕлÿ илчĕ. Халĕ Мускавра пĕр пысăк фирмăра менеджерта тăрăшать", - палăртать ачасен нушине чуна çывăх илме хăнăхнă ял хутлăх пуçлăхĕ. Паян Мускавра ĕçлесе пурăнакан ачашăнах, акă, вăл миçе çĕр куç хупман пулĕ. †çке ярăннă амăшĕпе ачине алăран çавăтса, пĕрле хула пасарне миçе хут хутламан-ши. Амăшне, пур-çук укçине ĕçсе яриччен тесе, ачи валли ăшă тумтир, ытти кирлĕ япаласем туянтарнă.
Проблемăллă çемьесенчи ачасемшĕн амăшĕ пулма, паллах, çăмăл мар ял хутлăх пуçлăхне, мĕншĕн тесен вырăнти территорире татса памалли хуçалăх проблемисем те мăй таранах темелле. Анчах куç умĕнчех арканакан çемьесене, çын шăписене курмăш тунипе малалла каяймăн. Вулакансен статьяри сăмах хăш хутлăх пуçлăхĕ çинчен пынине пит пĕлес килчĕ пулĕ. Хальлĕхе çакна вăрттăнлăхрах хăварар, пĕрремĕшĕнчен, ăна тав тăваканĕ кăшт вăхăтран хăех уçса парĕ. Иккĕмĕшĕнчен, çак тĕслĕх вырăнти хутлăх ертÿçисене йывăр ачасен, çемьесен проблемисем çине витĕмлĕрех çаврăнса пăхмаллине тепĕр хут аса илтертĕр, терĕмĕр.
И. НИКИТИНА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)