28 ноября 2009 г.
Район администрацийĕ çул çитмен çамрăксен прависемпе интересĕсене хÿтĕлес тĕллевпе ятарласа комисси йĕркеленĕ. Çак комисси çăмăл мар лару-тăрăва лекнĕ çемьесенчи ашшĕ-амăшĕсем хăйсен çул çитмен ачисене епле пăхса ÿстернине, ачасем мĕнле условисенче вĕреннине тĕрĕсленĕ.
Тĕрĕслев вăхăтĕнче хăшпĕр çемьесенчи лайăх улшăнусене тупса палăртнă. Ашшĕ-амăшĕсем хăйсен ачисемшĕн яваплă пулни курăннă. Анчах та килĕшÿсĕр пулăма та курнă, пĕр çемьере амăшĕ хăйĕн пепкишĕн яваплăха туллин туйса илменни сисĕннĕ. Вăл нумай вăхăт хушши ниçта та ĕçе вырнаçмасть тата хаяр шĕвекпе айкашать иккен. Хăйĕн ултă çулхи ачине вара кукамăшĕпе хăварнă. Çавна май комисси членĕсем çак хĕрарăм амăшĕ пулма тивĕçлех-ши тесе ыйту лартнă.
О. ВАСИЛЬЕВА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)