28 ноября 2009 г.
Иртнĕ ытларикун Шупашкарти Пичет çуртĕнче Николай Михайлович Бударин космонавтпа республикăри журналистсем тĕл пулса калаçрĕç, хăйсене кăсăклантаракан тĕрлĕрен ыйту пачĕç.
Николай Бударин Чăваш Республикинчен тухнă иккĕмĕш космонавт. Эпир Андриян Николаев космонавт летчик çинчен аван пĕлетпĕр. Анчах, шел пулин те, Бударинăн пурнăç çул-йĕрне нумайăшĕ пĕлсех каймасть. Вăл Улатăр районне кĕрекен Кире салинче 1953 çулта çуралнă. Анчах тепĕр 4 çултан пулас космонавт çемйи Мускав çы-вăхĕнчи Щелково хулине пурăнма куçса кайнă. 1979 çулта Н. Бударин Мускаври С. Орджоникидзе ячĕпе хисепленекен авиаци институтĕнчен вĕренсе тухать, инженер-механик дипломне алла илет, «Энергия» НПОра ĕçлеме тытăнать, «Мир» орбита карапне, «Буран» автопилотлă космос карапне тума активлăн хутшăнать. Çав вăхăтрах уçлăха вĕçсе хăпарас шухăшпа пурăнать, хăйне космонавтсен отрядне илме ыйтса çыру çырать. 1989 çулта ăна космонавтсен ретне илеççĕ. Пĕрремĕш хут вăл тĕнче уçлăхне 1995 çулта Америка астронавчĕсемпе «Атлантис» шаттлпа вĕçсе хăпарать, «Мир» орбита комплексĕнче 75 талăк ĕçлет, каялла «Союз ТМ» караппа таврăнать. Çапла вара, Америкăран вĕçсе хăпарса Раççее анса ларать
Иккĕмĕш вĕçев 1998 çулта иртнĕ. Хальхинче Н. Бударин бортинженерăн сиксе тухнă кăлтăксене пĕтерме карапран уçă уçлăха 5 хут тухма лекнĕ. Çав вĕçев 208 куна тăсăлнă.
2002 çулта Н. Бударин виççĕмĕш хут тĕнче уçлăхне çĕкленет, вĕçев 165 талăка тăсăлать.
1995 çулта, пĕрремĕш вĕçев хыççăн, Николай Бударина Раççей Геройĕн ятне панă.
Халĕ Николай Михайлович Раççей Патшалăх Думин депутачĕ, вăл пулăшнипе пирĕн республикăра нумай пĕлтерĕшлĕ проектсем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. Космонавт хăйĕн ентешĕсемшĕн çине тăрса тăрăшни куçкĕрет.
Журналистсем Н. Бударинран тем пирки те ыйтса пĕлчĕç. Уйрăмах вĕсене космонавтсем вĕçев карапĕнче мĕнле пурăнни, ĕçлени, мĕн çини, мĕнле çăвăнни тата ытти те кăсăклантарчĕ.
И. ВАСИЛЬЕВ.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)