Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăста аллинче ĕç вылять

28 ноября 2009 г.

Ĕлĕкренпех ăста çынна хисепленĕ. Ахальтен мар, «Ăстаçăн алли те ылтăн», – тенĕ. Çавăн пек çынсенчен пĕри – Карапаш ялĕнче пурăнакан Виталий Владимирович Ефимов.

Ялăн сарлака урамĕсемпе утнă чухне кăвак сăрăпа сăрланă, чÿрече умĕсене (хашакĕсене) тем тĕрлĕ эрешсемпе илемлетнĕ çурта асăрхамасăр ниепле те иртеймĕн. Пÿртне кура хапхийĕ те тăп-тăпăл, хитре.

1932 çулхи çулла Ефимовсен çемйинче виççĕмĕш ача çуралать, ăна Виталий тесе ят хураççĕ. Пĕчĕк шăпăрлан 2 çула çитсен 35 çулхи ашшĕ вăхăтсăр çĕре кĕрет. Тăватă çул çеç хут вĕренме май килнĕ пулин те, Виталий тăрăшулăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе мĕн ачаранах палăрать. Ăнкаруллă ача техникăна кăмăллать, хăйĕн пурнăçне унпа çыхăнтарать. Унăн биографийĕ вырăнти колхозăн кунçулĕпе тачă çыхăнать.

«Манăн пурнăç çулне пăхсан, колхоз утăмĕсене, аталану ÿсĕмне пĕр йăнăшсăр çырма пулать», – тет маларахри вăхăта аса илсе Виталий Владимирович. Чăннипех те çаплах, 40 çул хушши вăл хăма çуракан (пилорамщик) пулса вăй хурать.

– Малтанласа Ленинградра кăларнă хăма çуракан агрегата халăх ыйтнипе Октябрьскинчен ку тăрăха илсе килсе Атăл юханшывĕ хĕррине вырнаçтарнă. Ун чухне «Большевик» эртеле Федор Кольцов ертсе пынă. Каярахпа пирĕн эртел Хуракассинчи «Ширпотреб» эртелпе пĕрлешрĕ. Ун чухне хăма çурас ĕçре 14 çын икĕ сменăпа ĕçленĕ. Ĕçĕ, паллах, питĕ нумайччĕ, ĕлкĕрсе кăна пыр. Кун каçиччен 20 фесметр та çураттăмăр урай хăмине, вĕтĕрех хăмасене вара – 10 кубла метр. Тăрăшнă, ĕçленĕ. Ĕç укçийĕ пурнăçланă ĕç капашĕнчен килетчĕ. Çавăн-па та ăсталăх кăна мар, çаврăнăçулăх та кирлĕ пулнă пирĕн ĕçре. Васкамалли пайтах пулнă, çапах та 40 çул хушшинче пĕр çын та аманман, – каласа парать Виталий Владимирович.

Хăйĕн ĕçĕнче ăста пулнăран В. Ефимовпа канашлама, унран пулăшу ыйтма час-часах ахаль çынсем те, пуçлăхсем те пынă. Акă, Иван Максимов колхоз председателĕ те хăма çурмалли агрегата вырнаçтарма ăна явăçтарнă. Арсентий Петрова та пысăк «РД-65» пилорамăна хута яма пулăшнă Виталий Владимирович. Алексей Андреевăн ыйтăвне те татса пама май тупнă пултаруллă ăстаçă. Каярахпа Атăл хĕрринчи пилорамăна Карапаша куçарсан, ăна çĕнетсе ĕçлеттерме пуçланă. Совхоз валли те, ахаль çынсем валли те чылай паха хăма çурса хатĕрленĕ В. Ефимов хăйĕн бригадипе.

– 1992-мĕш çулта, архивра документсем çунса кайнине пула, тивĕçлĕ канăва пĕчĕк пенсипе çеç тухрăм, – тет кÿренÿллĕн 40 çул йывăр ĕçре пилĕкне сахал мар авнă Виталий Владимирович.

Çур ĕмĕр пурнăç çулĕпе пĕрле утакан мăшăрĕ – Нина Григорьевна та – упăшкин чунне лайăх ăнланать. Çак туслă та ĕçчен çемьере 3 ача ÿссе çитĕннĕ. Асли, Лена, тĕп хуламăрта, Мускавра, юрист пулса ĕçлет. Унăн ывăлĕ летчик профессине алла илме авиаци институтĕнче вĕренет. Ефимовсен иккĕмĕш хĕрĕ, Надя, хăйне чи кирлĕ профессипе – çынсен сывлăхне сыхлассипе – çыхăнтарнă, хальхи вăхăтра Канашра пурăнать. Унăн икĕ хĕрĕ те аслă пĕлÿллĕ экономистсем. Надя амăшне – мăнуксем, кукамăшпе кукашшĕне – кĕçĕн мăнуксем парнелеме те ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Сăмах май каласан, Виталий Владимировичпа Нина Григорьевна мăнукĕсемпе савăнаççĕ, хăйсем пек ĕçчен те тăрăшуллă пулма вĕрентеççĕ.

Çавăнпа-и, тен, Карапаш ялĕнчех пурăнакан Володя ывăлĕпе Таня кинĕн халлĕхе шкул çулне çитеймен Женя хĕрĕ (аслă ывăлĕ Сергей техникумра пĕлÿ пухать) асламăшĕпе аслашшĕ патне час-часах килсе çÿрет, вĕсем патне кушак çури пек йăпшăнать. Асламăшне килти ĕçсене тума пулăшать, аслашшĕпе килкартинче час-часах тĕрмешет. Ĕçсĕр ларма хăнăхман Виталий Владимировичăн килкартинче те, ум пÿртĕнче те ăна-кăна тумалли нумай. Йывăç чунне ăнланма, унăн илемлĕхĕпе пархатарлăхне туйма пултараканскер, вăл йывăçран кил-тĕрĕшре усă курмалли тем тĕрлĕ япала ăсталама пултарать. Пушă вăхăтсенче, маларахри çулсенче, ялти çынсем чĕнсен платник ĕçĕсене тума пулăшнă, 120 çемьене чÿрече рамисемпе илемлĕ хашаксем йывăçран касса илемлетсе панă. «Хăма çурма ĕçе кайиччен ирех тăрса чÿрече рами туса ĕлкĕретчĕ, эрешĕсене хăйех шухăшласа тупатчĕ», – каласа парать Нина Григорьевна хăйĕн мăшăрĕ çинчен.

Халĕ те В. Ефимов вăхăта усăсăр ирттерме юратмасть. Кĕрепле, çуна, уйран çÿпçи, çава аври тата ыттине те ăсталать. Çулла вара Çĕрпÿ пасарĕнче ăна хăйĕн ал-ĕç япалисемпе яланах курма пулать. Унран тавар туянакансем яланах кăмăллă. Урăхла пулма та пултараймасть. Мĕншĕнни ахалех паллă, пур ĕçе те вăл чунтан кăмăлласа пурнăçлать, кашни япалара унăн чĕре ăшши, ал сĕмĕ, пурнăç илемĕ.

Г. ТРИФОНОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика