28 ноября 2009 г.
Аннесен кунĕ çитсе пынă май сире Сĕнтĕрвăрри хулинчи Ленин урамĕнче пурăнакан Тамара Кузьминична Степановăпа паллаштарасшăн. Урамалла виçĕ чÿречеллĕ пысăк çурт аякранах курăнса ларать. Тамара Кузьминична çитмĕлте пулин те сăнĕпе çамрăк курăнать-ха. Хăйне аван туять. Калаçура кирек кампа та пĕр чĕлхе тупма пултарать, вашават, ырă кăмăллă, сăмах ваклама ÿркенмест.
Кил хуçипе, савнă мăшăрĕпе Михаил Степанович Степановпа, пĕрлешнĕренпе çитес çулхи çĕртме уйăхĕнче 50 çул çитнине уявлама хатĕрленеççĕ.
Тамара Кузьминичнăн алă усса ларма вăхăт çук. Хăйсем лартса ÿстернĕ улма-çырла пахчинче куллен тăрмашать. Ĕçленĕ май юрă та ĕнерлесе илет, «Алран кайми аки-сухи, Асран кайми атти-анни. . . ».
Ара, ĕçпе куштăркаса хытнă алăсемшĕн ĕç çеç пултăр. Ĕçне вара Тамара аппа ячĕшĕн çеç тумасть, ялан типтерлĕ те тĕплĕн пурнăçлать. Çакăн пек пулма ăна ашшĕ-амăшĕ, аслисем вĕрентнĕ. Çĕр тĕрекĕ, пурнăç илемĕ – хамăрта, тенине лайăх астăвать вăл. Вĕсен ратнинче ĕç патне сивлек, ÿрĕк-сÿрĕккĕн пыракансем пулман. Ĕçе типтерлĕ те вăхăтра пурнăçлас йĕрке йăхран-йăха куçса пынă. Кÿршĕри çынсем тĕлĕнсе калаçнине илтетĕн, «Пĕр вырăнта пурăнса кивĕрех пÿрте те сăн кĕртрĕç, халĕ те вĕсен çурчĕ хăй патне туртать, илемлĕ, капмар курăнать».
Каласа хăварам, Тамара Кузьминична Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнчех, Анатри Карапаш ялĕнче çуралса ÿснĕ. Степановсен ĕçченлĕхĕпе, тăрăшулăхне малалла тăсакансем пур – хĕрĕсем, мăнукĕсем. Хĕрĕсен ячĕсем те илемлĕ, хăйне майлă, Надежда, Вера, Любовь. Вĕсем те хăй пекех ĕçчен те пултаруллă. Тамара аппа çакăншăн чун-чĕререн савăнать. Ара, мĕнле хĕпĕртемĕн-ха. Ачисем ÿссе çитĕнчĕç, хăйсене килĕшекен ĕç суйласа илчĕç. Вĕсем çинчен нихăçан та усал хыпар илтсе курман.
– Лайăх пурăнас тесен ĕçлес пулать, пилĕке авмасăр, тар тăкмасăр тулăх пурăнаймăн. Ачасене те пĕчĕклех ĕçе хăнăхтармалла, – тет Тамара Степанова. Хĕрĕсем вара амăшĕн сăмахне пуçа хывнă. Виççĕшĕ те вĕреннĕ çынсем. Асли, Надежда Михайловна, И. Н. Ульянов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх университетне пĕтернĕ. Хальхи вăхăтра «Ника» суту-илÿ çурчĕн директорĕ. Иккĕмĕшĕ – Вера Михайловна – экономист. Вăл та лавккара вăй хурать. Любовь Михайловна вара Чулхулари политехника институтне пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти агрегат заводĕнче инженер пулса ĕçлет. Ачисен аслă пĕлÿ илме май пулнинче амăшĕн тÿпи пысăк. Вăл хĕрĕсене ĕçрен, йывăрлăхсенчен хăрамалла мар тесе вĕрентнĕ-çке.
Улмийĕ йывăççинчен аякка ÿкмест, тенĕ пек, мăнукĕсем те маттур. Икĕ мăнукĕ Мускавра вĕренет, пĕри – финанс академийĕнче, тепри – МГУра.
Тамара Кузьминичнăн ырă енĕсене унпа хутшăнакан кашни çынах курать. Çынна шеллеме пĕлни, ырă тума тăрăшни, çынпа кăмăллă, харкашмасăр хутшăнни – кама килĕшмĕ ĕнтĕ.
– Асаилÿ хыççăн асаилÿ. . . Çак çула çитсе тем те куртăмăр ĕнтĕ, – тет Тамара аппа. Упăшкипе килĕштерсе пурăнни куçкĕретех. Çакăн пек типтерлĕ, килĕшÿллĕ çемьере калаçса ларма та кăмăллă. Сăмах çăмхи сÿтĕлет те сÿтĕлет. . .
Юлашкинчен Тамара Кузьминичнăран ачасен малашлăхне мĕнле курас килни пирки ыйтрăм.
– Турă панине пурнăçа кĕртме вăй çитерччĕрех. Тата сывлăхĕ, ăнăçлăхĕ пултăр, – тесе вĕçлерĕ Тамара Кузьминична хăйĕн сăмахне.
С. ЕГОРОВА.