Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ветерансем пурнăçран юлмаççĕ

28 ноября 2009 г.

Енчен те кашни организаци е предприяти хăйĕн ветеранĕсене Октябрьски райповĕ пек тимлес пулсан, ватлăх çитнишĕн хытă кулянмĕччĕç пулĕ аслă ăрури çынсем. Хăйĕн сферинче ырми-канми ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă ветерансене туса районти потребительсен обществи çулсерен канма, сывлăха çирĕплетме май туса парать. Çак пархатарлă ĕçшĕн укçи-тенкине шеллемест, ырă туни ялан ырăпах çаврăнса çитессе пĕлет.

– «Чувашпотребсоюзăн» «Салют» кану центрне иккĕмĕш хут кайса килтĕм. Виççĕмĕш хут кайса канма та хирĕç мар, енчен те алла паракан путевкăпа усă курас темен çын тупăнас пулсан», – терĕ Людмила Георгиевна Антонова, тинтерех кăна хавхалантаруллă кануран таврăннăскер. Питĕ килĕшнĕ-мĕн ветерана «Салют» кану центрĕнче, культура мероприятийĕсен программи те, кану режимне тивĕçтерÿллĕ йĕркелени т. ыт. те. Октябрьскинче пурăнаканскере çитмелли вырăна вара райпо автомашинипех леçнĕ.

Октябрьски райповне Людмила Георгиевна ятарлă техникум пĕтернĕ хыççăн лекнĕ. Унăн ĕмĕрĕ потребкоопераци системинчех иртнĕ темелле. Сахал мар хушă бухгалтерта, сутуçăра та тăрăшнă вăл. Тăван райпо хăйне сумлă ветеран вырăнне хурса çакнашкал хавхалантарнăшăн хĕпĕртет хĕрарăм. Ялта пурăнатăн пулсан ĕçрен хăпма йывăр. Тивĕçлĕ канура пулин те куллен пурнăçламалли ĕç тупăнсах пырать, унта-кунта тухса çÿреме вăхăчĕ те юлмасть. Тĕслĕхрен, «Салютра» каннă хушăра кăна Людмила Георгиевна Шуршăлти Космонавтика музейне çитсе курма май тупнă. Сăмах май, ветерансен ушкăнĕ кунта çитсен Октябрьски райповĕн администрацийĕ яланах ăшшăн кĕтсе илме хирĕç тухать. Кăçал музейре райпо правленийĕн ертÿçи О. Тимофеева кĕтсе илнĕ. 36 ветеранран тăнă ушкăн «Марпосадский» çăкăр завочĕн продукцийĕпе сăйланнă, ăна пысăк хак панă.

Ку çеç те мар, потребкоопераци ветеранĕ каннă хушăрах ытти райпосен ĕçĕ-хĕлĕпе, аталанăвĕпе паллашнă. Ара, ветерансене коопераципе çыхăннă тĕрлĕ кĕтессене, çак шутра вĕренÿ заведенийĕсене те, экскурсисемпе илсе тухса паллаштарма тăрăшаççĕ. Аслă ăрури кооператорсем вара потребкоопераци системинчи çĕнĕлĕхсемпе хаваспах паллашаççĕ.

Çакăншăн вĕсем, паллах, чи малтанах тăван Октябрьски райпоне тав тăваççĕ. Кăçал «Салютра» Л. Антоновăпа пĕрле хăй вăхăтĕнче çăкăр комбинатĕнче тăрăшнă Юлия Хасанова та каннă.

И. НИКИТИНА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика