Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çемье – пуянлăх

28 ноября 2009 г.

Манăн çемье – манăн пуянлăх», – хăйĕн çемйи çинчен юратса кăмăлтан тивĕçлипе мухтанса калать Услă Пукаш ялĕнче пурăнакан Евдокия Владимировна Волкова. Кăçал вăл 95 çул тултарнă. Çакăн чухлĕ çула çитнĕскер, вăл хăйне телейлĕ çын тесе шутлать. Унăн пысăк та ĕçчен çемье. Вăл 7 ача çуратса ÿстерсе ура çине тăратнă, халĕ вара 18 мăнукĕпе тата 20 кĕçĕн мăнукĕпе йăпанса пурăнать.

Ĕмĕр тăршшĕпех Евдокия Владимировна колхозпа сов-хозра вăй хунă. Вăрçă вăхăтĕнче вăл упăшкасăр икĕ ачипе тăрса юлнă. Вăхăт иртсен, суранĕсем тÿрленсен, вĕсем, Урхас Кушкăри Кронид Яковлевпа пĕрлешсе, тепре çемье çавăраççĕ. Ун чухне Кронид ашшĕ, Яков Лаврентьев, «Звезда» колхоз фермине ертсе пынă, ăна малтисен ретне кăларнă. Çавăншăн сахал мар наградăсем илме тивĕçлĕ пулнă. Кронид вара тивĕçлĕ канăва тухичченех Шупашкар хулинчи «Энергозапчасть» заводра наладчик пулса ĕçленĕ. Евдокия Владимировна Шупашкар хулинче пĕрремĕш номерлĕ стройтрестăн 31-мĕш СУ уйрăмĕнче бригадир пулса вăй хунă. Вăл Мускав хулинчи Съездсен керменне çĕкленĕ çĕре, Мускав Кремльне реставраци тунă çĕре хутшăннă.

1980 çулта Е. Волкова «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ» ят илнĕ. Нумай çул хушши вăл аслă суд тата Шупашкар хулинчи Ленин районĕн ветерансен совечĕн членĕ пулнă. Çав вăхăтрах вăл упăшкипе ачисемшĕн чи лайăх, юратакан тата кăмăллă анне, кил хуçи пулнă.

Евдокия Владимировна хăйĕн ачисемпе мухтанать, вĕсем çинчен ырă сăмах çеç калама пултарать. Вăл чăн-чăн анне.

А. ДМИТРИЕВ,

ветеран.

Сĕнтĕрвăрри районĕ.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика