Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Д. Медведев Федераци Пухăвне Çыру янă

14 ноября 2009 г.

Виçĕмкун Раççей Президенчĕ Д. Медведев Федераци Пухăвне Çыру янă. Чи малтанах кунта çакна палăртмалла – кăçалхи Çыру çавнашкал чĕнÿсен 16 çулхи историйĕнче чи вăрăмми. Унпа паллаштарма Дмитрий Медведева шăпах 100 минут вăхăт кирлĕ пулнă. Пĕлтĕрхи 85 минута пынăччĕ.

«Раççее аталанăвăн çĕнĕ пусăмне çĕклеме вăхăт çитрĕ» – çапларах пуçланă хăйĕн сăмахне Президент. Ун шухăшĕпе, Раççее XXI ĕмĕрте пур енлĕн çĕнетни кирлĕ. Вăл Совет Союзĕ чĕртаварпа индустри улăпĕ кăна пулса юлнине, каярахри аталанура индустриллĕ обществăсен конкуренцине хирĕç тăрайманнине палăртнă.

Д. Медведев çавăн пекех Тăван çĕршывăн чапĕ тата наци пурлăхĕ малтанхи, иртнĕ çитĕнÿсем çинче вĕçĕмсĕр тытăнса тăма пултарайманни çинчен те каланă. Тата та нумай пысăк пĕлтерĕшлĕ, çивĕч ыйтусем хускатнă Раççей Президенчĕ хăйĕн Çырăвĕнче. Нумайăшĕ вĕсемпе паллашма ĕлкĕрчĕç те пулĕ.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика