Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕрке хуралçисене чысларĕç

14 ноября 2009 г.

Иртнĕ ытларикун шалти ĕçсен органĕсенче ĕçлекен сотрудниксем хăйсен професси уявне паллă турĕç. Районти йĕрке хуралçисем те çак кун шалти ĕçсен пайĕн çуртĕнчи ларусен залĕнче пуçтарăнчĕç.

Милици ĕçченĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Дмитриев саламларĕ, район территорийĕнчи обществăлла йĕркелĕхе сыхлас енĕпе ырми-канми ĕçленĕшĕн тав турĕ, лайăх ĕçпе палăрнă сотрудниксене район администрацийĕн Хисеп хучĕсене парса хавхалантарчĕ. Район прокурорĕн çумĕ И. Коротков, районти шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Э. Чернов та уяв ячĕпе салам сăмахĕсем каларĕç.

Патшалăх наградисене те пачĕç торжествăлла пухура. «За отличие в службе» медале В. Степанов, С. Мастьянов, В. Ландышев, С. Григорьева, Е. Васендин, Н. Сотников, А. Димитриев тата Е. Смирнов тивĕçрĕç. В. Пановпа В. Демьянова «За верность долгу» кăкăр çине çакмалли паллăпа наградăларĕç.

Уяв пухăвне пынă милици ветеранĕсем те тимлĕхсĕр тата парнесемсĕр юлмарĕç çак кун. Вĕсен ячĕпе В. Шипулин тухса калаçрĕ, пай ертÿçисене чĕререн тав турĕ.

Уява хутшăннисем районти Культура çурчĕн ĕçченĕсем хатĕрленĕ концерта пăхса савăнчĕç. Районти шалти ĕçсен пайĕнче ĕçлекен милици сотрудникĕ А. Моисеева та музыка номерĕсем парнелерĕ.

И. ВАСИЛЬЕВ.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика