Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çеçпĕле халалласа

14 ноября 2009 г.

Кĕçех чăваш халăхĕн хастар чĕреллĕ поэчĕ Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 110 çул çитнине паллă тăватпăр.

Çак сумлă юбилее кĕтсе илме хатĕрленнĕ май халĕ вĕренÿ заведенийĕсенче, культура учрежденийĕсенче Çеçпĕле халалласа тĕрлĕ мероприятисем ирттереççĕ. Акă, пирĕн районти шкулсемпе библиотекăсенче те вилĕмсĕр поэтăмăра халалласа кану каçĕсемпе викторинăсем йĕркелеççĕ. Асăннă мероприятисем çамрăксене Çеçпĕл Мишшин пултарулăхĕпе тĕплĕнрех паллашма, мухтавлă поэ-тăмара хисеплеме вĕрентеççĕ.

Шăпах çак тĕллевпе виçĕмкун районти тĕп библиотекăра анлă мероприяти иртрĕ. ¤на Т. Борзунина библиограф йĕркелесе хатĕрленĕ. Турханкассинчи ялти библиотекăра та Çеçпĕле халалласа пысăк мероприяти ирттерчĕç. Унта Г. Гаврилова библиотекарь кĕнеке тусĕсене Çеçпĕл Мишшин кун-çулĕпе, пултарулăхĕпе паллаштарнă.

С. ИВАНОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика