Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эфиопирен те килсе курнă

14 ноября 2009 г.

«Çак таранччен 600 ытла турист килсе курма ĕлкĕрчĕ пирĕн килти музее», – тет Нарат Чаккинчи хăйне евĕрлĕ «Хăна çурчĕн» кил хуçийĕ Людмила Геннадьевна Данькова.

Иртнĕ эрнере кунта ял туризмĕ çинчен передача хатĕрлекен тележурналистсен черетлĕ ушкăнĕ пулнă. Великобританипе (ку çĕршывран килекенсем малтан та пулнă) Эфиопирен çитнĕ телевидени ĕçченĕсене Хуракасси хутлăх территорийĕнчи культура ĕçченĕсем улах ларнине, хăмла татнине, чăваш сăрине вĕретнине, ал арманĕпе авăртнине тата ыттине те сăнласа кăтартнă, чăваш апачĕпе (хуран куклипе) сăйланă. Пит кăмăла кайнă ют çĕршыври туристсене Даньковсен музейлă тарават кил-çурчĕ, илемлĕ, чиркÿллĕ Нарат Чакки ялĕ.

Тележурналистсене вырăнта республикăн Культура министерствин представителĕ, район администрацийĕн туризм енĕпе ĕçлекен специалисчĕсем ертсе çÿренĕ. Çавăн пекех тĕлпулăва Хуракасси хутлăх пуçлăхĕ В. Терентьев, Нарат Чаккинчи чиркÿ настоятелĕ Иоанн атте (туристсем чиркÿпе те паллашнă) хутшăннă.

И. ПАВЛОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика