14 ноября 2009 г.
Нумаях пулмасть К. В. Иванов ячĕллĕ Чăваш академи театрĕн режиссерĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Андриян Николаевич Павлов 60 çул тултарчĕ. Шуршăл каччи, 1949 çулхи юпа уйăхĕнче çутă тĕнчене килсе, космос паттăрĕ пекех Андриян ятпа ÿснĕскер, каярах хăй те паллă çын – чаплă артист, режиссер пуласси çинчен шутлама пултарнă-ши. Тепĕр тесен, вăл ачаранах ташша-юрра кăмăлланă иккен.
Шкулта вĕреннĕ çулсенче вара Андриян, концерт-спектакльсене хутшăнса, хăйĕн пултарулăхне малалла аталантарнă. Акă, мĕнлерех сăвă йĕркисем шăрçаланăччĕ ун çинчен çынсен шухăшĕсене, хăй курнисене палăртса, вунă çул каярах, А. Павловăн 50 çулхи юбилейĕнче, шкулта Андриянпа пĕр вăхăталла вĕреннĕ Алевтина Николаевна Петрова, вырăнти сăвăç,
Çĕр çумĕнчен хăпсанах
Артист шухăшĕ сана
Кансĕрлеме пуçларĕ,
Пĕр канăç та памарĕ.
Артист пулмах çуралнăĔ
Артист пулмах тур панă.
Шухăшлани çитрĕ пуль,
Эсĕ çак театрта
Телей тупрăн, тупата.
Шкул пĕтернĕ хыççăн Андриян хулара кĕтмен çĕртен
театрăн чăваш уйрăмне вĕренме кĕмелли пултарулăх конкурсĕ ирттересси çинчен пĕлтерÿ асăрхать. Унччен çар училищине вĕренме кĕмелли экзаменсем тытнă каччă пĕр тăхтаса тăмасăр театр конкурсне хутшăнать. Çапла, ăна ăнăçлă тÿссе ирттерсе, хресчен ачи Ленинградри театрпа музыка тата кинематографи институтĕнче вĕренме тытăнать. 1972 çулта, пирĕн ентешĕмĕр А. Г. Николаев космоса пĕрремĕш хут вĕçнĕ хыççăн 10 çултан, А. Павлов тин çеç вĕренсе пĕтернĕ чăваш артисчĕсен ушкăнĕпе пĕрле Шупашкара таврăнать. Çавăнтан пуçланнă сцена пурнăçĕ Андриян Николаевичшăн паян кунчченех тăсăлать. Пултаруллă артист 1980 çултах Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕ пулса тăрать. Вăл, искусство тĕнчине малтанах лайăх ăнланнипе палăрнăскер, ятарласа вĕренсе, каярах режиссерта ĕçлеме тытăнать, нумай спектакльсем лартать.
Тĕрĕссипе каласан, хамăр вăхăтра эпир Чăваш театрĕн репертуарĕнчи пĕр спектакле те курмасăр юлман. Шел те, халĕ ку енĕпе лару-тăру урăхларах. Çавах та театр чăваш халăхне паян та кирлĕ пирки никам та ик-кĕленме пултараймĕ. Пирĕн, чăваш кураканĕсен, тăван театр пире, Петĕр Хусанкай калашле, кирек хăш саманара та хамăр чуна, «чăваш чунне курма», ăна çивĕч туйса тăма май панине асра тытмалла.
В. ЯКОВЛЕВА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)