Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕри теприне «вăратать»

14 ноября 2009 г.

«Хутлăх территорийĕнчи пĕчĕк ялсен малашлăхне куратăр-и.» – тесен, вунтăватă яла пĕрлештерекен Урхас Кушкă хутлăхĕн ертÿçи О. Леонтьев малашлăх пуррине пĕр иккĕленÿсĕр палăртса хуравларĕ. Çакна вырăнти тĕслĕхпе çирĕплетме ыйтсан вара кăçал республикăра палăрнă Вăрман Кушкă ялĕ патне таврăнчĕ. Кунти Ольховая урамра пурăнакансем, тавралăха тирпей-илем кĕртессипе ирттерекен конкурса хутшăнса, виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ, çакă ытти ялсенчи халăха пуçарулăх енчен пĕтĕçтерме пĕлтерĕшлĕ никĕс хывнă. Ырă тĕслĕх епле çул уçса пыни тавра тĕвĕленчĕ те пирĕн калаçу вырăнти хутлăх пуçлăхĕпе.

– Олег Иванович, республика шайĕнче призер пулса тăни вăрманкушкăсен укçа «енчĕкне» хулăнлатма пулăшрĕ-и.

– Паллах. Сумми пит пысăках мар пулин те, унпа çăлсем юсама, ытти ĕçсем пурнăçлама усă курнă. Чи пахи – халăхăн хавхаланулăхĕ «вăранни». Халĕ вĕсем çакнашкал конкурса хутшăнса тата та пысăкрах ÿсĕмсем патне çитесшĕн, çĕнтерÿçĕ пулассишĕн çунатланаççĕ тесен те йăнăш пулмĕ.

– Çавах та, Олег Иванович, атьăр-ха, 104 çын пурăнакан ялăн малашлăх «тĕшшийĕ» мĕнре пулнине уçăмлăрах палăртар.

– Акă, нумаях пулмасть кунта суту-илÿ точки йĕркеленчĕ. Ку таранччен Вăрман Кушкăра кунашкалли пулман. Яла çитме асфальтлă çулĕ пур, кил-çуртсенче çутçанталăк газĕ çунать. †çмелли шыва хальлĕхе кулатасенчен ăсаççĕ. Анчах вăхăт иртнĕçемĕн ку енĕпе те лару-тăру ырă енне улшăнма пултарĕ. Куратăр, малашлăх валли условисем çителĕклех.

– Вăрман Кушкăри халăха пĕр тĕвве «çыхма» Урхас Кушкă хутлăх администрацийĕн специалисчĕсем шăпах кунта пурăнни чылай енпе пулăшнă, ахăртнех. Ытти ялсенче вара...

– Пирĕн тăрăхри халăх маттур. Кашни вунтăватă ялтах пур ырă ĕç тăвас текенсем, хăйсен пултарулăхĕпе, пуçарулăхĕпе пулăшас текенсем. Нумаййăн вĕсем, хутлăх депутачĕсем те, общественниксем те. Тĕслĕхрен, Караньялĕнчи Михаил Зарубин пеккисем. Çак çын пулăшу ыйтсан нихăçан та «аюк» темест, хăйĕн автотранспорчĕпе тивĕçтерме яланах хатĕр. Чун хушнипе тăрăшать, ĕçĕ пултăр, тет. Тепĕр чух ĕçне пурнăçлама финанс çитменни вĕсен кăмăлне хуçать, паллах, анчах мĕн тăвăн...

Çакна палăртас килет, эпĕ вĕсенчен вĕренсе пыратăп. Енчен те хушăран вăрçаççĕ пулсан, эпĕ çав çынсен ыйтăвĕсене вăхăтра тивĕçтереймен е пулăшайман. Пурне те юраймăн, анчах тăрăшуллисем пек пулма тăрăшмалла.

Сăмах май, В. Хлебниковпа Н. Шемарин вырăнти предпринимательсем те тавралăха илемлетес, проблемăсене татса парас ĕçе пысăк тÿпе хываççĕ, строительство материалĕсемпе пулăшаççĕ. Вĕсен пулăшăвĕпе Караньялĕнчи Кивĕ утарпа Разин урамĕсене çыхăнтаракан вырăнта пит чипер кĕпер йĕркеленчĕ. Кунашкал тĕслĕхсем тата та нумай.

– Пуçарулăх тени вăрманкушкăсенни пек анлăланасса кĕтме пулать-и.

– Мĕшĕл ял халăхĕ, акă, ăмсануллă активлăх кăтартать. Ку ял пит çырма-çатраллă. Лесная, Школьная урамсенче пурăнакансем хăйсен енче асфальтлă çул курасшăн. Çул строительствин проектне тÿлесе илме кирлĕ суммăн пĕр пайне пуçтарса пачĕç, массăллă субботник ирттерме ĕлкĕрчĕç. Вăрманкушкăсем пек, республика конкурсне хутшăнма та хирĕç мар. Вырăнĕ çырма-çатраллă пулнăран вĕсен ку енпе чылай тăрăшма тивĕ ĕнтĕ, анчах халăх илем, типтерлĕх патне чунпа туртăнасшăн пулни савăнтарать.

Олег Иванович, каçарăр-та, акă, хутлăх администрацийĕн çуртĕнчен инçех мар общежити çурчĕ пур. Сăн-сăпачĕ çукрах. Çумра нумай хваттерлĕ çуртсем. Çакăнта пурăнакан йышăн пĕрлĕхĕ палăрать-и ырă ĕçсенче.

–Общежитийĕ нушаллă ĕнтĕ. Çăмăлттай пурнăçа кăмăллакансемшĕн илемлĕх, типтерлĕх текен ăнлавсем çукрах. Ялсенче ирттерекен тĕлпулусене яланах эрех сиенĕ, пушар хăрушлăхĕ çинчен аса илтернинчен пуçлатăн пулин те, çакă пурин патне çитесшĕнех мар. Акă, общежити тата нумай хваттерлĕ çуртсен территорийĕнчи çÿп-çапа тиесе тухмалла. Транспорчĕ пур, çÿп-çапне тиеме пулăшмашкăн ыйтсан турткаланса тăраççĕ. Çав хушăрах уйрăм çуртсенче пурăнакансем кил умĕнчи çÿп-çапа хăйсемех тасатаççĕ, территорие типтерлеççĕ. Тĕрлĕ ăнлануллă халăхпа ĕçлеме пит йывăр, анчах ăна юратмасăр, хисеплемесĕр ĕç пулаймĕ.

И. НИКИТИНА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика