14 ноября 2009 г.
Урхас Кушкăри вăтам пĕлÿ паракан шкул пурнăçĕ çинчен эпир район хаçатĕнче пĕрре çеç мар çырса пĕлтернĕччĕ-ха сире, хисеплĕ вулакансем. Акă, ку ху-тĕнче те, район хыпарçин кунне çак тăрăхра ирттернĕ май, кунти шкул пурнăçĕпе кăсăкланас терĕмĕр. Акă, мĕн каласа панă пирĕн корреспондента О. Плотниковăна асăннă шкул директорĕн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Вячеслав Аполлонович Матвеев,
– Пĕлтĕрхи çулсемпе танлаштарсан, кăçалхи çĕнĕ вĕренÿ çулĕн кăтартăвĕсем ÿснĕ. Чи малтанах çуллахи каникул вăхăтĕнче классене йĕркене кĕртнĕ. Районти ытти шкулсем пекех, «Вĕрентÿ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пирĕн шкулти пуçламăш классене çĕнĕ сĕтел-пуканпа тивĕçтернĕ.
Аслă классенче вĕренекенсем валли компьютер класне пысăклатнă. Çавна май шкул ачисем Интернетпа та усă курма пултараççĕ. Вырăс чĕлхи тата географи кабинечĕсем валли кăтарту пособийĕсем туяннă. Шкул ачисене библиотекăна çÿремешкĕн интереслĕрех пултăр тесе, кĕнекесене, çÿлĕксене, вулав пÿлĕмне çĕнетсе улăштарнă, пушă вăхăтра ачасем компьютерпа та ĕçлеме пултараççĕ.
Ача шутне илсессĕн, кăçал пирĕн шкулта 182 вĕренекен. Вĕсенчен 11 – пĕрремĕш класс ачисем. Урхас Кушкă шкулне хамăр тăрăхри 12 ялтан вĕренме çÿреççĕ тата Çĕрпÿ районĕнчи Вăрăмçут шкулĕ хупăннă пирки унти 22 ача пирĕн шкула çÿрет. Вĕренекенсене шкула илсе çÿреме икĕ автобус пур. Пĕлтĕр шкул автобусĕ çаврăнмалли площадкăпа автобус кĕтмелли вырăн пулман пирки çеç Мĕшĕл ялĕнчи шкул ачисене кайса илмен. Кăçал çак çитменлĕхе пĕтертĕмĕр.Халĕ мĕшĕлсем те шкула автобуспа çÿреççĕ.
Тепĕр пысăк ыйту – шкула ăшăпа тивĕçтересси. Çитес çул пирĕн шкула та «кăвак çулăм» ăшăтасса шанатпăр.
Шкул ачисем, кĕркуннехи каникулта канса, ку эрнере каллех вĕренме пуçларĕç. Каникул вăхăтĕнче вĕсем валли шкулта лагерь ĕçлерĕ. Ачасем спортзалра тĕрлĕ вăйăсем ирттерчĕç, хушма уроксене çÿрерĕç.
Кăçал пирĕн шкулта 20 вĕрентекен ĕçлет. Вĕсенчен 13-шĕ вара хамăр шкултан вĕренсе тухса, аслă пĕлÿ илсе тăван шкулах ĕçлеме таврăннăскерсем. Малашне те çамрăк специалистсем шкула ĕçлеме килессе шанатпăр.
Ачасене шкулта вĕренме интереслĕрех пултăр тесе, татах та тимлĕрех ĕçлеме тăрăшатпăр.
О. ПЛОТНИКОВА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)