Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывлăха сыхлама тухтăрсем пулăшаççĕ

14 ноября 2009 г.

Урхас Кушкăри больницăна кĕмесĕр те иртеймерĕмĕр эпир. Вырăнти лару-тăру çинчен больница ĕçченĕсемпе тĕл пулса калаçас терĕмĕр.

Урхас Кушкă больницинче пулăшу ыйтма килнĕ чирлĕ çынсене икĕ çемье тухтăрĕ пăхать, кирлĕ эмелсемпе сыватать. Вĕсем – Эльвира Феофановна Федоровăпа Тамара Михайловна Серебрянникова. Пĕтĕмĕшле вара тухтăрсем ку тăрăхри 20 ялти çынсен сывлăхне сăнаса, пăхса тăраççĕ.

Кĕркуннепе хĕллехи вăхăтсенче çынсем ытларах гриппа тата сивĕпе шăнса чирлеççĕ. Çавна май кунти тухтăрсем çынсене чир-чĕртен сыхлассипе тата сывлăха çирĕплетессипе профилактика ĕçĕсем туса ирттереççĕ. Чÿк уйăхĕнче врачсем грипран епле сыхланмалли çинчен çынсемпе калаçусем ирттернĕ, прививкăсем тунă. Раштав уйăхĕнче тинĕс урлă килнĕ çĕнĕ йышши грипран (АŸН 1 N1) прививка тума палăртнă.

Больница ĕçченĕсем хăйсен ĕçĕнче пĕр çул кăна мар вăй хураççĕ, хăшĕсен ĕç стажĕ 25 çултан та ытла. Тĕрлĕрен анализсем тăвакан лабораторире Е. Попова тăрăшать, шăл сиплекен кабинетра – Т. Малеева. Кунти сиплев çуртĕнчен аякка каймасăрах вырăнти апте-кăра кирлĕ эмелсем туянма пулать. Унта вара С. Солина нумай çул ĕçлет.

О. ПЛОТНИКОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика