Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Голланди сортне «тĕрĕслесе» пăхнă

14 ноября 2009 г.

«Звезда» ялхуçалăх производство кооперативĕ пахча-çимĕç çитĕнтерес ĕçе çулсерен тимлеме тăрăшать. Кăçал кунти аграрниксем купăстан Голланди сортне ÿстерсе пăхас терĕç. Хĕл каçипе лайăх упранма кирлĕ сорт вăрлăхĕшĕн укçи-тенкине те хĕрхенмерĕç. Кĕрхи тухăç хурлантармарĕ, «çăлтăрçăсем» 75 тоннăна яхăн чăмăр купăста пуçĕсем касрĕç

Хресченшĕн продукцие вырнаçтарнă хыççăн производство тăкакĕ саплашăнни пĕлтерĕшлĕ. Пуçтарса илнĕ купăстан пĕр пайне вырнаçтарма ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Тĕслĕхрен, «çăлтăрçăсен» купăстипе паян Республика больницинче сипленекенсем апатланаççĕ. Шел те, ирĕклĕ пасар саманинче хаксем «выляни» продукцие пур чухне те тивĕçлĕ хакпа вырнаçтарма май памасть. Пуçтарса илнĕ хыççăнах вăл килограмм пуçне 9-10 тенкĕпе ăсаннă пулсан, халĕ икĕ хут йÿнелнĕ. Шанăç çухалман-ха, мĕншĕн тесен çуркуннене кĕтме май пур. Хĕл каçипе вара чаплă сорт аван упранмалла.

И. НИКИТИНА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика