Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялан асăмра

07 ноября 2009 г.

Пирĕн сăмах» район хаçатне эпĕ тăтăшах вулатăп. Караньяль ялĕнче çуралса ÿснĕ, çак ялтах çемье çавăрнă, кунтах пурăнатăп. А. Максимовпа Е. Иванова çырнă «Мокеевсен çемйи» асаилÿсене хаçатра вуласа тухнă хыççăн хамăн шухăш-сене те пĕлтерес терĕм. 

Илья Трифонович Мокеев 1902 çулта çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче çуралнă. Караньяль ялĕнче пурăннă. Вăл Караньяльпе Мĕшĕл ялĕнче пурăнакан çынсемшĕн мĕн чухлĕ ырă ĕç тунине шутласа та пĕтерес çук.

Илья Трифонович Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче Мĕшĕл ялĕнче вырнаçнă тир-сăран заводне ертсе пынă, фронтри салтаксем валли атă-пушмак, кĕрĕксемпе фуфайкăсем çĕленĕ. Тата фронт валли хĕç-пăшал туянма укçа-тен-кĕпе те пулăшнă.

1923 çулта Украина Республикинчи Волынск облаçĕнчен пирĕн района лайăх хăмла сортне илсе килсе ĕрчетме тытăннă. Хăмла ĕрчетес ĕç çине Илья Трифонович питĕ тимлĕн пăхатчĕ, çавна май хăмла пахчинчен çулсерен пысăк тупăш илетчĕ.

1956 çулта Мĕшĕлпе Караньяльне пĕрлештерсе «Путь коммунизма» колхоз йĕркелеççĕ, ăна И. Мокеев ертсе пыма тытăнать. Çав çулсенчех вăл тăрăшнипе колхоз ферминче 100 пуç ĕне вырнаçмалăх кирпĕчрен вите туса лартнă. Ял халăхĕ валли библиотекăпа клуб çурчĕ йĕркеленнĕ тата пуçламăш шкул уçăлнă. Тивĕçлĕ канăва тухсан та килте ахаль ларман вăл, ялан çынсемпе ĕçленĕ, хăмла пахчисене аталантарас енĕпе чунтан тăрăшнă. Халĕ ĕнтĕ Илья Трифонович пирĕнпе юнашар çук, вăл ку пурнăçран уйрăлса кайнăранпа нумай вăхăт иртрĕ. Анчах та Илья Трифоновичăн çутă сăнарĕ ялан пирĕн асăмра. ¤на халалласа Караньяль ялĕнче урам ятне те панă. Вăл пурăннă кил-çурта унăн мăнукĕ Николай хăйĕн çемйипе тирпейлĕ тытса пурăнать.

В. ЕФРЕМОВ.

Караньяль ялĕ.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика