07 ноября 2009 г.
Çак калама çук хăрушă инкек пулнăранпа вăхăт çур ĕмĕре яхăн иртрĕ пулин те, вăл çав-çавах халăх асăнче. Ара, ăçтан манăн-ха ун пеккине! 1961-мĕш çулхи чÿк уйăхĕн пуçламăшĕнче Хуракасси шкулĕ çунса кĕлленнĕ.
Чи хăрушши вара – çак пушарта 110 çыннăн пурнăçĕ татăлнă – 106 вĕренекенĕн тата 4 вĕрентекенĕн. Хăшпĕр çемьесенчен виçшер, тăватшар ача, шкула концерт курма кайнăскерсем, урăх хăйсен килĕсене таврăнайман...
Çулсеренех чÿк уйăхĕн 5-мĕшĕнче Хуракассинче çак хăрушă пушарта вилнисене асăнса митинг ирттереççĕ. Виçĕмкун та пулчĕ çакăн пек мероприяти. Яланхи пекех, хурлăхлă митинга халăх йышлăн пуçтарăннă. ¤на Хуракасси ял поселени пуçлăхĕ В. Терентьев уçрĕ, кунти шкул директорĕ В. Белова ертсе пычĕ. Сĕнтĕрвăрринчен, Шупашкартан, кÿршĕллĕ ялсенчен килнисем пĕрин хыççăн тепри хурлăхлă асăну сăмахĕсене каларĕç. Митингра хăрушă пушарта çунса вилнисене асăнса лартнă палăк умне чечек çыххисем хучĕç, вĕсене асăнса пĕр минут шăп тăчĕç. «Çакăн пек хăрушă инкек тек нихăçан та ан пултăрччĕ», – терĕç унта хутшăннисем.
С. ИВАНОВА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)