Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хунар çутине çутатасчĕ

07 ноября 2009 г.

Хисеплĕ редакци ĕçченĕсем! Ырă кун та вăрăм ĕмĕр пултăр сире. Уплер ялĕнче пурăнатăп эпĕ. Чылай хушă ĕнтĕ пенсире. Ĕлĕкхи пурнăçа аса илсен чун хурланать.

Темĕн те тÿсме лекрĕ. Çапах та ырри те пулнă, ял-йыш уявсенче савăнма пĕлетчĕ, пĕр-пĕрин патне лармана (улаха) çÿреттĕмĕр, каçсерен вăййа тухаттăмăр, ĕçĕ те кашни валлиех хамăр тăван колхозрах пурччĕ. Халĕ вара çамрăксем валли ялта хунарпа шырасан та ĕç çук, ирĕксĕрех çывăхри хуласене (Çĕнĕ Шупашкара, Сĕнтĕрвăррине, Шупашкара) автобуспа çÿреме е юнашарти Шуршăл ялне утма лекет. Çавăнпа та çамрăксемшĕн кулянса чуна ыраттаракан пĕр ыйту пур манăн, ялăн хăшпĕр урамĕсенче, упа тапăнсан та, çÿреме пĕр хунар çути çук. Ĕлĕк те тĕттĕмре пурăннă, халĕ цивилизаци тетпĕр, çапах та пур кĕтессе те çитмен иккен вăл. Нивушлĕ çÿлти влаçсен çыншăн, çамрăк ăрушăн тăрăшмалла мар. Çамрăксем çак кĕске кунсенче, кĕрхи йĕпе-сапара, хĕллехи çил-тăманра, ирхи тĕттĕмре ĕçе тухса каяççĕ те каçхи тĕттĕмпе киле çитеççĕ. Ялĕ çырмара ларнăран, сăртран çутă курăнмасан, хĕллехи çил-тăманра çухалса кайма та пулать-çке. Шкул ачисен автобусĕ чарăнакан вырăнта та çутă çук. Вĕсен те, аслă классенчисен пушшех, мĕншĕн тесен шкултан каярах таврăнаççĕ, тĕттĕм урамсемпех утмалла. Эпир, пенсионерсем, килте ларăпăр-ха, хăш чухне, паллах, унта-кунта тухса кĕмелли пулать, çамрăксемшĕн кулянатăп-çке.

Уплер пенсионерĕ.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика