Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тивĕçлисен шутĕнче

07 ноября 2009 г.

2008-мĕш çулхи майăн 13-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ «Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕн» орденне çирĕплетни пирки Указ йышăннă. Çавна май Шĕнерпуç ял хутлăхĕнчи депутатсен Пухăвĕ хăйĕн хутлăхĕнчен Егоровсен çемйине çак ордена илме тивĕçлисен шутне кĕртнĕ.  

Михаил Константиновичпа Татьяна Серафимовна Егоровсен çемйи 1979 çулта чăмăртаннă. Татьяна Серафимовна хăй те учительсен çемйинче çуралса ÿснĕ. Пурĕ вĕсен йăхĕнчен 32 учитель тухнă. Пурте хăйсен пурнăçне ачасене вĕрентес ĕçпе çыхăнтарнă. Михаил Константинович хăй Шĕнерпуç ялĕнчи çĕр ĕçченĕн çемйинче çуралса ÿснĕ. Çамрăк мăшăр, хăйсен ашшĕ-амăшĕсем пекех, учитель профессине алла илнĕ.

Татьяна Серафимовна хăйĕн тăван шкулĕнче 33 çул математика учителĕ пулса ĕçленĕ. Михаил Константинович вара 18 çул ачасене сывлăхлă тата спортпа туслă пулма вĕрентнĕ.

Татьянăпа Михаил тăватă ача çуратса пурнăç çулĕ çине тăратнă. Вĕсем хăйсен ачисене Тăван çĕршыва, таврари çынсене юратса, хисеплесе пурăнма вĕрентнĕ. Виçĕ хĕрĕ те, шкула медальсемпе пĕтерсе, аслă пĕлÿ илнĕ. Аленăпа Инга хĕрĕсем, ашшĕ-амăшĕ пекех, учителе вĕренсе тухнă. Катя вара хăйне экономикăра тупнă. Хăйсен пурнăçĕнче вĕсем пĕр профессипе çеç çырлахман, виççĕшĕ те иккĕмĕш аслă пĕлÿ илме тĕллев лартнă.

Ывăлĕ вара, Олег, чăн-чăн арçын ĕçне суйласа илнĕ. Вăл водитель пулса ĕçлет. Хăй тĕллĕн ĕçлекен предприниматель пулса, хăйĕн машинипе пĕтĕм Раççей тăрăх тĕрлĕ груз турттарса çÿрет.

Шĕнерпуç ял хутлăхĕнче Егоровсен çемйине типтерлĕ, чипер, пĕр-пĕринпе туслă тата ялан кăмăллă та ыттисене пулăшма тăрăшаканнисен шутне кĕртеççĕ. Вĕсем хăйсен ачисене ĕçченлĕхе тата çĕре юратма вĕрентнĕ. Ялти пурнăç çĕр ĕçĕсĕр пулмасть. Вĕсен пысăк хуçалăх, 4 гектар çĕр çинче юратса ĕçлеççĕ, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетеççĕ. Ялта ĕç нумай пулсан та, Егоровсен çемйи сывлăх çинчен те манса каймасть. Вĕсем пурте спортпа туслă. Районта çеç мар, Раççейри спорт мероприятийĕсене те хутшăнса, тĕрлĕ грамотăсемпе дипломсем çĕнсе илнĕ.

Çакăн пек çемье, чăн та, палăртнă ордена тивĕçлĕ.

О. ГРИГОРЬЕВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика