07 ноября 2009 г.
Çичĕпÿрт Культура çур-тĕнче тăван тавралăха юратакан таврапĕлÿçĕсен пĕр-лешĕвĕ ĕçлет. ¤на Анна Валентиновна Николаева ертсе пырать. Ытларах кружока шкул ачисем çÿреççĕ. Анна Валентиновна вĕсене тавра-лăха юратма çеç мар, ăна упрама та вĕрентет. Çуркунне вĕсем çурхи шывсемпе ванса пĕтнĕ çырма-çатрана юсама çÿреççĕ, йывăçсем лартаççĕ, тавралăха тирпей-илем кĕртес енĕпе ĕçлеççĕ.
Чи пултаруллисемпе маттуррисене Шупашкар хулине концерт е театр курма илсе каяççĕ. Акă, кăçал та тавра-пĕлÿçĕсем Шупашкарти юханшыв портне экскурсие кайса курнă, катерсемпе ярăнса, машинист кабинине кĕрсе унти кăткăс механизмсемпе интересленнĕ. Тата ачасем Чăваш наци музейĕнчи экспонатсемпе паллашнă.
Анна Валентиновнăна çак ĕçре пысăк ăнăçу сунас килет. Çакăн пек пĕрлешÿ ытти çĕрте те йĕркеленессе шанатпăр.
О. ВАСИЛЬЕВА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)