Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуриншĕн те пархатарлă ĕç

07 ноября 2009 г.

Аякранах илтĕнет Нарат Чакки ялне икĕ пая уйăракан Нухаткар çырминче юхса выртакан çăлкуçăн шăнкăрав сасси. Тимĕр пăрăхран сивĕ те тутлă шыв юхса тухать 

. Çак техĕмлĕ шыва ăсма ял çыннисем анчах мар, хуларан, инçетри ялсенчен те килеççĕ. Нарат Чакки чиркĕвĕн пачăшки Иоанн атте ку çăлкуçа çветить тунă. ООО «Юман» предприятийĕнче ĕçлекенсем вара çăлкуç патне пысăк хĕрес лартнă.

Чиркÿ уявĕсене килнĕ халăха валеçекен «турă шывне» те çак çăлтан ăснă шывран хатĕрлеççĕ.

Çăла тасатманни нумай çул иртнĕ. Кăçал, çанталăк хитре тăнипе усă курса, Е. Закамский, П. Кольцов, В. Трифонов, А. Добронравов çăл пури ăшне тулнă юшкăна тасатрĕç, çĕрнĕ вырăнсене çĕнĕ стройматериалсемпе улăштарчĕç. Ял çыннисемшĕн ку питĕ пархатарлă ĕç пулчĕ тесе шутлатпăр эпир.

В. ИЛЬИНА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика