Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултарулăх каçĕ

07 ноября 2009 г.

Нумаях пулмасть районти тĕп вулавăшра пултарулăх каçĕ иртрĕ. Унта сăвă çыракансем çеç мар, Сĕнтĕрвăрринче пурăнакан ÿнер ăстисем те хутшăнчĕç. 

 Б. Пентельковпа К. Лебедев ÿнерçĕсем кĕрхи тематикăпа çыхăннă ÿкерчĕксене куравăша тăратрĕç, вĕсенчен кашни мĕнле «çурални» çинчен каласа кăтартрĕç. Пултарулăх каçне ертсе пыракан Н. Емельянова тата вулавăшра ĕçлекен М. Веденеева, Л. Борзова, О. Дроздова классиксем – А. Пушкин, М. Лермонтов, С. Есенин – кĕркунне çинчен çырнă сăввисене вуласа пачĕç. Итлесе ларакансен умне асамлă кĕркунне сăнарĕ тухса тăчĕ, ылтăнпа пăхăр тум тăхăннă вăрман, кукшаланнă уйсем, хĕрлĕ çырласен кăвайчĕпе çунакан пилеш, пĕлĕтре вĕçсе пыракан тăрна карти… Кĕркуннене вырăс поэчĕ А. Пушкин «тĕксĕм, анчах та куçа тыткăнлакан вăхăт», тесе хак панă. Вăлах, «Сан хурлăхлă илемÿ ман кăмăла çĕклет», – тесе палăртнă. Çавăнпах пуль сăвă ăстин кĕркуннепе çыхăннă хайлавсем нумай. Сергей Есениншăн та кĕркунне юратнă вăхăт шутланнă.

Паллах, пултарулăх каçĕнче вырăнти сăвă ăстисене те сăмах пачĕç. Лирикăна юратакансем Раиса Хлебникова, Игорь Левин, Илья Волжанин, Зоя Артамонова, Наталия Андрианова сăввисене хапăл туса йышăнчĕç, вĕсемпе пĕрле кĕркунне илемĕн ытамне «путрĕç». Пирĕнтен уйрăлса кайнă Алевтина Офицерова тата Инна Геращенко хайлавĕсем те уççăн янăрарĕç тĕлпулура. Çакă поэтсен ячĕсем сăвăсенче пурăннине тепĕр хут çирĕплетет кăна.

Мĕнле-ха пултарулăх каçĕ юрăсемсĕр! Леонид Андреевпа Белла Картинова солистсем кĕркуннепе тата юратупа çыхăннă романссене чуна пырса тивмелле шăрантарчĕç. Залра ларакансенчен хăшĕн-пĕрин куçĕсем те шывланчĕç.

Вулавăш ĕçченĕсен тăрăшулăхне пула пултарулăх каçĕ çуллĕ шайра иртрĕ, асра тарăн йĕр хăварчĕ. Çакăншăн вĕсене пысăк тав.

И. ВАСИЛЬЕВ.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика