07 ноября 2009 г.
Çитес çул Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче ирсĕр фашистсене çапса аркатнăранпа 65 çул çитет. Çавна май Çĕнтерÿ уявне халалласа Чăваш Республикин халăх пултарулăх çурчĕ халăх театрĕсем тата драма ушкăнĕсем хушшинче «Мухтав ахрăмĕ» фестиваль ирттерет.
Юпа уйăхĕн 31-мĕшĕнче Патăръел районĕнче хăйсен спектаклĕсене Шăмăршă, Елчĕк, Патăръел, Комсомольски тата Хĕрлĕ Чутай районĕсенчи театр ушкăнĕсем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç.
Республикăран килнĕ жюри Патăръел тата Елчĕк районĕсен спектаклĕсене палăртрĕ. Патăръелсем Николай Алексеев пьеси тăрăх «Салтак арăмĕ» спектакль лартрĕç, елчĕксем – Константин Иванов пьесипе «Яла таврăнсан» спектакль кăтартрĕç.
Чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕнче Сĕнтĕрвăрри районĕн Культура çуртĕнче Сĕнтĕрвăрри тата Çĕрпÿ районĕсенчи театр ушкăнĕсем çак фестивале хутшăнчĕç.
Красноармейски районĕнчи «Юмах» драма ушкăнĕпе Сĕнтĕрвăрри хулин Новински микрорайонĕнчи Культура çурчĕн «Хавхалану» ушкăнĕ конкурсра ырă енчен палăрчĕç .
Чÿк уйăхĕн 14-мĕшĕнче конкурсăн малаллахи тапхăрĕ Пăрачкав районĕнче иртĕ.
ПИРĔН КОРР.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)