Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республикăри тата районти пурнăç с&...

24 января 2009 г.

Иртнĕ юнкун республикăшăн йăлана кĕнĕ Пĕрлĕхлĕ инфомаци кунĕпе палăрчĕ. Кунпа пĕрлех çак кунхи тепĕр паллă датăна та аса илтермелле. Вăл вара пирĕн республика ертÿçи Н. Федоров Президент должноçне кĕнĕренпе 15 çул çитнипе çыхăннă. Çак хушăра Чăваш Республикин сумĕ-чапĕ Раççей тĕнче шайĕсенче самай ÿсрĕ. Кунта Н. Федоров Президент, паллах, маттур чăваш халăхĕпе пысăк тÿпе хыврĕ. Пурнăçламалли пĕлтерĕшлĕ задачăсене вара Николай Федорович çулсерен Патшалăх Канашне яракан Çырусенче палăртать. Кăçалхи Çырăвĕ пирĕн пата "Чăваш Ен çитĕнĕвĕ - кашнин пуçарулăхĕнче" ятпа, тĕрĕсрех, девизпа çитрĕ. Шăпах çак витĕмлĕ ĕç докуменчĕ тавра пычĕ те калаçу кăçалхи пĕрремĕш пĕрлĕхлĕ информаци кунĕнче.

Пирĕн района килсе çитнĕ информаторсен ушкăнĕсенчен пĕри вăл - Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕнчен, асăннă Канашра культура, вĕрентÿ, ăслăлăх, наципе çамрăксен политикин ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитета ертсе пыракан В. Мидуковран, район пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан А. Мясниковран, "Раççей пенсионерĕсен Союзĕ" обществăлла организацин районти уйрăмĕн уполномоченнăй представителĕнчен Е. Лысоваран тăчĕ - малтанах Сĕнтĕрвăрринчи 28-мĕш ПУн ĕç коллективĕпе тĕл пулчĕ. В. Мидуков пухăн-нисене республикăн социаллă пурнăçĕнчи тата экономикинчи лару-тăрăвĕпе, çĕнĕлĕхсемпе, бюджет политикипе тĕплĕн паллаштарчĕ. Çавăн пекех вăл патшалăх паракан социаллă çăмăллăх ыйтăвĕсемпе анлăн калаçрĕ, витĕмлĕ ăнлантарчĕ. Çапла, тĕнчери экономика кризисне пула йывăрлăхсем сиксе тухма пултарĕç, анчах 2008-мĕш çулти ырă улшăнусем упрансах юлĕç. Тĕслĕхрен, тĕрлĕ шайри çăмăллăхсене сыхласа хăварма республика çак çул валли 4 миллиард тенкĕ укçа уйăрнă. Республикăн çулталăкри бюджечĕ 21,5 млрд. тенкĕпе танлашнине шута илсен, асăннă сумма курăмлă. Çавăнпа нушаллăрах пурнăçпа пурăнакан граждансен шанчăклă хÿтĕлев пулĕ. Уйрăм категорири граждансене паракан çăмăллăхсен витĕмĕ ÿсни те пур.

Кунта палăртмалла, патшалăх çăмăллăхсене пĕтермест, вĕсене укçа суммипе саплаштарать. Çав суммăсем малтанхи çулхипе танлаштарсан пысăкланнă тĕслĕхсем те пур.

Йывăрлăхсем тенĕрен, ĕçсĕррисен йышĕ, чăнахах та, ÿсесси пулĕ, анчах ку тĕлĕшпе те правительство тивĕçлĕ хÿтĕлевлĕ мерăсем йышăннă, халăха çĕнĕ специальноçсемпе вĕрентсе хатĕрлеме сахал мар укçа уйăрать.

Çак çултан энергоносительсен хакĕ ÿсесси те пăшăрхантарчĕ халăха. Çапла, вăл ÿсĕ, анчах тÿрех 25 процент таран мар. Ку ыйтăва правительство шайĕнче пăхса тухнă. Çутçанталăк газĕн хакĕ пĕрремĕш кварталта 7 процент ытларах кăна пысăкланĕ. Паллах, вăл ÿсмесĕр тăмĕ, анчах ку ĕç тапхăрăн пулса пырĕ. Электроэнерги, çавна май пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пулăшăвĕсен хакĕсем те пысăкланĕç, апла пулин те Атăлçи округне кĕрекен ытти регионсемпе танлаштарсан Чăваш Енри хаксем чи йÿннисем пулни палăрать.

Кĕскен каласан, бюджетра вăл е ку сфера валли пăхса хăварнă сумма ниçта та çухалмасть, вăл йăлтах халăха тÿлеме каять.

Палăртма кăмăллă, республикăра социаллă çурт-йĕр тăвас анлă программа аван ĕçлеме тытăнчĕ. Кунашкал хваттерсене ятарлă черетре тăракансем тÿлевсĕр илеççĕ (вĕсене приватизацилеме çеç пултараймаççĕ). Ку тĕлĕшпе Çĕнĕ Шупашкарта ырă тĕслĕх пур та ĕнтĕ.

Кăçалхи çул Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ пулнă май, ялхуçалăхĕ, яллă территорисем - тимлĕхре. Ку енпе те, уçăмлăрах палăртсан, яллă вырăнсене комплекслă аталантарассипе Чăваш Ен Президенчĕ ятарлă Указ кăларнă, унăн никĕсĕ çинче питех те пĕлтерĕшлĕ программа пурнăçланмалла.

Владимир Петрович пĕтĕмĕшле республика пурнăçĕ çинче чарăнчĕ пулсан, Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан А. Мясников вырăнти лару-тăрупа паллаштарчĕ, кăткăслăхсене те манмарĕ, умри плансене те уçса пачĕ. Кунсăр пуçне пуçтарăннисен йышлă ыйтăвĕсене те туллин хуравлама тăрăшрĕ.

Хуларан информаторсен ушкăнĕ Октябрьски ял тăрăхне кĕрекен Туппай Ĕсмĕлне (кунта ушкăна ял хутлăхĕн пуçлăхĕ С. Назаров, Октябрьскинчи музыка шкулĕн директорĕ И. Андреев т. ыт. хутшăнчĕç) çул тытрĕ. Кунта социаллă объектсенчен пĕр Октябрьски райповĕн магазинĕ кăна, çавăнпа кунти халăхпа, тĕпрен илсен, ялти пенсионерсемпе пуçлăхсем суту-илÿ участокĕнче тĕл пулса нумай ыйту тавра калаçрĕç, кăçалхи пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче ял хутлăхĕн депутачĕсен корпусне хăйсен участокĕпе депутат суйлас ĕç пирки аса илчĕç. Тĕлпулура ватăсем ытларах пулнăран, вĕсен ыйтăвĕсем çине хуравласа районти социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ В. Малеев та сăмах каларĕ.

И. НИКИТИНА.

"Чăваш патшалăх ялхуçалăх академийĕ" федераллă патшалăх вĕрентÿ учрежденийĕн ректорĕнчен Н. Кирилловран, районти депутатсен Пухăвĕн председателĕнчен, МУП ККЦ ДЕЗ ертÿçинчен И. Сергеевран тăракан информушкăн палăртнă план тăрăх чи малтан Хуракасси ял хутлăхне кĕрекен Вăта Пукаш ялне çитрĕ. Кунта вĕсем патне хутлăх пуçлăхĕ В. Терентьев та хутшăнчĕ. Культура çуртĕнче пухăннă ял халăхне чи малтан район бюджетне пăхса тухни çинчен Иван Сергеевич каласа пачĕ. Çулсем тăвас ĕç пирĕн тăрăхра аван пурнăçланса пынине, шкулсене çутçанталăк газĕ кĕртесси çивĕч ыйтусен шутĕнче пулнине те палăртса хăварчĕ вăл.

Николай Кириллович вара Чăваш Республика Президенчĕ Патшалăх Канашне янă çырури положенисене пурнăçа кĕртессин планĕ çинче чарăнса тăчĕ. Ялхуçалăхĕпе тачă çыхăнура тăраканскере, асăннă сферăри çитменлĕхсем те питĕ пăшăрхантараççĕ иккен. Чăваш Республикинче, çав шутра пирĕн районта та, çитĕннĕ тыр-пула пухса кĕртме комбайнсем, тĕрлĕ техника, унран та ытларах, ялсенче ĕçлĕ алăсем çукки ялхуçалăх производствине малалла мар, каялла туртасшăн.

"Тĕлĕнмелле, республикăра "Хăмла ĕрчетекенсен ассоциацийĕ" пур, анчах хăмла туса илесси Чăваш Енре пачах та чарăнса ларнă. Асăннă ассоциаци вара мĕн тума кирлĕ тет-ха. Шел пулин те, çакна ăнлантарса пама йывăртарах", - тесе пĕлтерчĕ Н. Кириллов хăмла ĕрчетессипе пирĕн район тахçан аван ĕçлесе пынине палăртнă май.

Шупашкартан килсе çитнĕ хăна çÿлерех каласа хăварнă вĕрентÿ учрежденийĕ çинчен те кĕскен пĕлтерчĕ. Ялхуçалăх академийĕнче паянхи кун тĕлне 67: таран наука кандидачĕпе доцент вăй хураççĕ. Физкультурăпа спорт енчен те кунти студентсем яланхиллех малтисен ретĕнче. Часах çĕнĕ вĕренÿ корпусĕ те хута каймалла, пĕр сăмахпа каласан, мухтанмалăх пур. Эппин, хисеплĕ вулакансем, шкул пĕтерекен, спортпа туслă çамрăксене пĕр иккĕленмесĕрех академие ăс пухма яма пултаратăр.

Вăта Пукашсене çул çуккипе яла йĕпе-сапара кĕрсе тухма чĕр тамăк пулни, шыв проблеми пуçа ыраттарни, çын вилсен те ăна масар çине турттарса кайма машина шыраса тупма май килменни хытă шухăшлаттарать. В. Терентьев вара, "Пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлесен тин мĕнле те пулин çитĕнÿ тума пулать", - тесе хăварчĕ ыйтусем çине хуравланă май.

Урхас Кушкă ял хутлăхĕнчи Мĕшĕл ялĕнче вара информаторсене вырăнти магазинта кĕтсе илчĕç. Халăх кунта информушкăн членĕсене итлеме çеç мар, ялти хастар та пултаруллă çынсене чыслама та пухăннă. Çавна май, тавралăха тирпей-илем кÿрес ĕçе, вырăнти самоуправление аталантарма активлă хутшăннăшăн Л. Арсентьева, А. Яковлев, Ю. Иванов, В. Андреев тата М. Егоров грамота илме тивĕç пулчĕç. Мĕшĕлсемшĕн тепĕр пулăм та пысăк пĕлтерĕшлĕ. Учитель ĕçĕнче нумай вăй хунă, халĕ тивĕçлĕ канури Анисия Степановна Степанова тăван ялĕ çинчен "О том, что помню и о тех, кого люблю" ятпа кĕнеке кăларнă. Çавна май кунта пĕчĕк презентаци иртрĕ.(Редакци, ун çинчен сире, вулаканăмăрсем, хаçатăн вырăсла кăларăмĕнче çырса пĕлтерĕпĕр).

Пуху вĕçленнĕ май, хутлăх пуçлăхĕ О. Леонтьев вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăк çинче пурин ячĕ те çуккине палăртрĕ. Çитес вăхăтрах çак йăнăша тÿрлетмеллине, списокра пурин ячĕ те пултăр тесе, асăннă ĕçе культработниксемпе библиотекарьсене явăçтармалли çинчен каларĕ вăл.

Урхас Кушкă тăрăхĕнче пурăнакансене халĕ те тĕпĕ-йĕрĕпе татса паман шкулпа ача сачĕн шăпи пăшăрхантарать. Информаци кунĕнче те пухăннисемшĕн ку чи çивĕч ыйту пулчĕ. Вырăнти влаç органĕсем нумай асаплă шкулпа ача сачĕ çинчен манмаççех пулĕ, çакна вăхăт кăтартĕ, анчах сивĕ çĕрте шăнса ларакан ачасен сывлăхĕ япăхланни пĕрре те савăнтармасть, вĕренÿ процесĕнче те тÿнтерле пулăмсем кăларса тăратма пултарать.

Юнкунхи информкунран çакна та палăртма кăмăллă. Икĕ ял хутлăхĕсенче те пухура участковăйсем пулчĕç, Вăта Пукашра - А. Итальев, Мĕшĕлте - В. Демьянов. Пирĕн шутпа, кун пек туни питех те кирлĕ, мĕншĕн тесен ял халăхĕн хăйсен тăрăхĕнче право йĕркелĕхĕшĕн тăрăшакансене сăнран та пулин пĕлмеллех.

Е. ТИХОНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика