24 января 2009 г.
Çак кунсенче вара пирĕн редакцине те савăнăçлă хыпар çитрĕ - "Пирĕн сăмах" хаçат корреспонденчĕ И. Никитина Леонид Ильин ячĕллĕ премие илме тивĕç пулнă. Вунă çул ытла ĕнтĕ Ирина Павловна район хыпарçине вулакансене хăйĕн материалĕсемпе савăнтарать, ытларах вăл районти ятлă-сумлă çынсем çинчен çырать, ялхуçалăх темине çĕклет. "Пирĕн сăмах" хаçат страницисенче иртнĕ çулта экологи, ял пурнăçĕн культури ыйтăвĕсемпе тухнă публицистика статйисен ярăмĕшĕн ăна Леонид Ильин ячĕллĕ премине ĕнер республикăри журналистсен Раççей тата Чăваш пичечĕн уявĕсене халалласа ирттернĕ савăнăçлă мероприятинче панă.
Эпир хамăр ĕçтеше çак сумлă премие илме тивĕç пулнă ятпа ăшшăн саламлатпăр, малашнехи творчествăри ĕçре ăнăçусем сунатпăр.
С. ИВАНОВА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)