24 января 2009 г.
Каярахпа асăннă информ-ушкăна Сĕнтĕрпуç ял хутлăхĕн пуçлăхĕ М. Михайлова хапăлласа кĕтсе илчĕ, вырăнти лару-тăру çинчен каласа пачĕ. Т. Казакова вара ялти Культура çуртĕнче пухăннă ял тăрăх активне Чăваш Республикин Президенчĕн çĕнĕ Указĕпе кĕскен паллаштарчĕ.
"Çав Указпа килĕшÿллĕн территорисене конкурс мелĕпе суйласа илнĕ ялсен урамĕсенчи çул-йĕр сетьне аталантарма, социаллă пурнăçпа культура, шыв объекчĕсем тума тата реконструкцилеме, ял тăрăхĕсене хăтлăх кÿме, çивĕч ытти ыйтăва татса парасси. Çав ĕçсене туса ирттерме субсидисем уйăрмашкăн палăртнă", - пĕлтерчĕ Татьяна Васильевна Казакова Сĕнтĕрпуç ялĕн Культура çуртне пухăннă çынсене. Тĕлпулу вĕçĕнче Т. Казакова ял тăрăхĕн активисчĕсене кăсăклантаракан чылай ыйтусем çине хуравларĕ, çавăн пекех вăл кунти Культура çурчĕ палăрмаллах улшăнса çĕнелнĕ сăн-сăпачĕпе кăмăллă юлнине палăртрĕ, май килнĕ таран татах та пулăшма пулчĕ.
"Районти Культура çурчĕ юлашки вăхăтра 93 пин тенкĕлĕх тĕрлĕрен оргтехника илсе пуянланчĕ, Сĕнтĕрпуç ялĕнчи Культура çуртне юсаса илем кĕртме 500 пин тенкĕлĕх субсидине ял тăрăх активисчĕсем пĕлсе усă курчĕç. Кăçал черетре Шуршăлпа Кукашни ялĕсенчи культура "вучахĕсем", - тесе пĕлтерчĕ савăнăçлă хыпара район администрацин культурăпа социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ Т. Хамидуллина.
Г. ТРИФОНОВА.
Федерацин миграци службин Чăваш Республикинчи управлени пуçлăхĕнчен С. Ивановран, райадминистрацин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру пай пуçлăхĕнчен Н. Борисовран тата райадминистрацин пурлăх хутшăнăвĕпе экономика пайĕн пуçлăхĕнчен Г. Андреевран тăракан информушкăн палăртнă плана пăхăнса Октябрьски райповĕн Сĕнтĕрвăрринчи çăкăр комбинатне çитсе ĕç коллективĕпе тĕл пулчĕ. Малтанах Станислав Константинович Чăваш Республикин Президенчĕ Н. Федоров Чăваш Республикин Патшалăх канашне янă çыру çинче чарăнса тăчĕ. Юлашки çулсенче Чăваш Енри пурнăç шайĕ самаях çÿллĕ шая хăпарнине, республикăна тулли инфратытăмпа, газпа тивĕçтернине, халăх пурăнакан пĕтĕм вырăна тенĕ пекех çыхăнтаракан асфальтлă çулсем тунине, мĕн пур вырăнта хальхи информаципе коммуникаци технологийĕсемпе усă курма май пуррине, чылай енĕпе тĕнчери чи пысăк стандартсене тивĕçтерекен сывлăх сыхлавĕн тата вĕрентĕвĕн тытăмĕсене йĕркелени пирĕн республикăна ытти регионсемпе танлаштарсан аталану енĕпе малтисен шутне кĕнине асăнса хăварчĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, республика çÿллĕ шайра пулсан та, ялхуçалăх пурнăçне лайăхлатас тесе нумай тăрăшмалла, çавăнпа та кăçалхи 2009 çула ЧР Президенчĕ Н. Федоров Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ тесе палăртни çинчен чарăнса тăчĕ миграци службин управлени пуçлăхĕ. Çавна май, Н. Федоров кăçалхи кăрлач уйăхĕн 19-мĕшĕнче "Чăваш Республикинче комплекслă компактлă çуртсем тума тата хутлăхсенче тирпей-илем кÿртес ĕçе аталантарма пилотлă проект хатĕрлесе пурнăçа кĕртесси çинчен" калакан Указа алă пуснине пĕлтерчĕ С. Иванов. Çавăн тăрăх пур хутлăх та асăннă проекта хатĕрлесе конкурса хутшăнма пултарĕ. Паллах, ку çăмăл ĕç мар, унсăр пуçне ăна хатĕрлеме самаях пысăк укçа-тенкĕ хывма тивет. Конкурсра çĕнтерсен, пилотлă проектпа килĕшÿллĕн палăртнă ĕçсем валли республика бюджечĕ патшалăх пулăшăвĕ урлă субсиди парса хутлăхсенчи урам хушшинчи çулсене туса, вĕсене кирлĕ пек тытса тăма май парать. Çавăн пекех ача сачĕсем, вĕрентÿ, культура, сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсем, ФАПсем, спорт сооруженийĕсемпе площадкисем тума е çĕнетме, ял тăрăхне шывпа тивĕçтерсе унăн системине хута яма, территорие тирпей-илем кÿрсе симĕслетме, ял урамĕсене электричествăпа çутатма пулать. "Ку вăл - пĕтĕмпех ял çыннисен пурнăçне лайăхлатма, çамрăксене çуралнă кĕтесре хăварса халăх йышне ÿстерес, кĕскен каласан, ялти пурнăçа хуларипе тан тăвас, чăваш халăх наци культурине аталантарас тĕллевпе ирттермелли ĕçсем пулса тăраççĕ",- тесе ăнлантарчĕ информатор пухăннă çынсене. Çавăн пекех Станислав Константинович Федерацин миграци службин управлени пуçлăхĕ пулнă май, хăйсен коллективĕн ĕçĕ-хĕлĕпе те кĕскен паллаштарчĕ, паспорт улăштарма вăхăт çитсен вăраха тăсмалла маррине те асăрхаттарчĕ. Мĕншĕн тесен ку ĕçе вăхăтра пурнăçламаншăн штраф тÿлеттереççĕ.
Калаçу вĕçленсен информушкăн членĕсем çăкăр комбинатĕнче ĕçлекенсене кăсăклантаракан ыйтусем çине хуравларĕç. Уйрăмах вĕсене çĕр ыйтăвĕ, суту-илÿ вырăнĕсем уçма кам ирĕк парасси, хулари тахçан çунса кайнă пÿрт юлашкисене хăçан пуçтарма тытăнасси тата ытти те интереслентерчĕ.
Комбинат ĕçченĕсене тивĕçлĕ хурав парсан информаторсем Карапаш хутлăхĕнчи Кĕчкей ялне çул тытрĕç. Кунта вĕсен патне Карапаш хутлăхĕн пуçлăхĕ В. Михайлов хутшăнчĕ. Ялти модельлĕ библиотекăра пуçтарăннă халăха çÿлерех асăннă темăсене Станислав Константинович çутатса парсан, Владислав Иванович 2008 çулта туса ирт-тернĕ ĕçсемпе паллаштарчĕ.
И. ФЕДОРОВА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)