Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çемье телейĕ. Мĕнрен килет-ши вăл?

24 января 2009 г.

Районти ЗАГС пайĕн пуçлăхĕ Лариса Михайловна Николаева каланă тăрăх, 2008-мĕш çулта уйрăлма кăмăл тунисем хушшинче ытларах 25-39 çулхисем. Паллах, вĕсенчен хăшĕ-пĕрин çемье стажĕ 10-15 çул таранах пулĕ, анчах тĕрлĕ сăлтавсене пула арăмĕпе упăшки малашнехи пурнăç çулне пĕрле "такăрлатма" килĕшмен. Çакăнта, ахăртнех, чи телейсĕррисен шутне вĕсен ачисем лекеççĕ. Ара, тем тесен те ачана йĕркеллĕ те тĕрĕс-тĕкел çитĕнме юнашар ашшĕ те, амăшĕ те пĕр пекех питĕ кирлĕ-çке. Çитĕннисем йĕркеллĕ пурăнма пĕлменнишĕн вĕсен кун çути парнеленĕ ачи-пăчи нушаланать, çурма тăлăха юлать. Акă, 2008-мĕш çулта арканнă 80 çемьерен 55-шĕнче 18 çул тултарман 72 ача ÿсет...

Çемье телейĕ... Чăнах та, мĕнрен килет-ши вăл. Ку ыйту çине тĕп-тĕрĕс хурав никам та параймасть пулĕ. Эпир те çак яваплă ĕçе хамăр çине илес тĕллев лартман, вулаканăмăрсемпе пĕрле хаçат страницисенче ку ыйтăва хускатса, пĕрле сÿтсе явса, пĕр-пĕрин шухăшне пĕлесшĕн кăна. Çав вăхăтрах хамăр тăван тăрăхра пурăнакан телейлĕ çемьесемпе те паллаштарасшăн, тен, вĕсен паха тĕслĕхĕ ыттисемшĕн те усăллă пулĕ. Чи малтан, тин çех çемье çавăрма шухăш тытнă яш-кĕрĕме йăнăш утăм тăвасран та асăрхаттарма тăрăшмалла пирĕн, качча тухасси вăл кÿршĕне каçса килесси мар-çке, çавăн пекех киле арăм кĕртесси те лавккана кайса япала туянасси мар. Ку вăл кашни çыннăн пурнăçĕнчех "çиччĕ виçсе пĕрре касмалли" яваплă утăм. Ĕмĕр тăршшĕпе пурнăç каçалăкне пĕрле утса тухмалли мăшăра суйланă чух шăпах çаксене яланах асра тытмалла та. Анчах кулленхи пурнăçра тепĕр чух урăхларах та килсе тухать. Хальхи яш-кĕрĕм çемье çавăрасси çине çăмăлттайла пăхнă тĕслĕхсем сахал мар. Çакна пулах хăшпĕр çемьесем пĕр-ик çул пурăннă пурăнман арканаççĕ, ун чухне вара "чавса çывăх та çыртма çук" текен ваттисен каларăшне аса илеççĕ, юратса пĕрлешнĕ мăшăрсемех пĕр-пĕрне ĕмĕр каçарайми тăшмансем пулса тăраççĕ.

Хальхи экономикăри кăткăс лару-тăру та çемье çирĕплĕхĕ çине хăйне май тÿнтерле витĕм кÿни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Юлашки çулсенче чылай çамрăк арçынсем ĕç шыраса Мускав, Чулхула, Хусан е ытти пысăк хуласене шапашкăна çÿреççĕ. Çапла вара час-часах тăван килте юратнă мăшăр, ывăл-хĕр çумĕнче пулаймаççĕ. Хĕрарăмсем те кунта ĕç тупайман пирки упăшкине, ачисене пăрахса хăварсах нумайлăха тĕрлĕ çĕре туха-туха кайса ĕçлеççĕ. Çакă вара мăшăрсем хушшинче шанманлăх, кĕвĕçÿ туйăмĕсене çуратать, тĕрлĕрен харкашу патне илсе çитерет. Ун пек чухне çемье арканса каясси те хăвăртах.

Хăшĕсем тата пĕр çемьере пурăнаççĕ пулин те, çемье ăшшине юттисем хушшинче шыраççĕ, мăшăрĕсене намăса пĕлмесĕр улталаççĕ, кун пек çемьесен те çирĕплĕхĕ иккĕленÿллĕ.

Паллах, çемье телейĕ вăл мăшăрсенчен иккĕшĕнчен те килекен япала. Пĕри телейсĕр чухне тепри ниепле те телейлĕ пулма пултараймасть унта. Йĕркеллĕ те ĕçчен, унталла-кунталла "вылянман", çемье умĕнчи яваплăха ăнланакан арçын çумĕнче хĕрарăм хăйне телейсĕр, мĕскĕн тесе шутламастех ĕнтĕ. Кил ăшшине упрама тăрăшакан, ĕçчен те сăпайлă хĕрарăм çумĕнче вара арçын та хăйне лайăх туйĕ. Тепĕр тесен, çемье телейĕ вăл пĕр самантлăха, пĕр куна е эрнелĕхе пыракан япала мар-çке. ¤на вăхăт чиккипе виçеймĕн. Вăл ĕмĕр тăршшĕпех, яланах сирĕнпе юнашар пултăр тесен мăшăрсен чи малтан пĕр-пĕрне ăнланса, хисеплесе, юратса пурăнма вĕренмелле, кун çути парнеленĕ ывăл-хĕрне те çакăн пек пурăнма ачаранах вĕрентсе хăнăхтармалла, вĕсемшĕн яланах ырă тĕслĕх пулмалла. Эсĕ вара мĕнлерех шутлатăн, хисеплĕ вулаканăм.

С. КУЛИГИНА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика