13 декабря 2008 г.
Чăваш Ен правительстви яллă территорисен аталанăвне çирĕплетес тĕлĕшпе тĕрлĕ проектсем хатĕрлесе пурнăçа кĕртме ăнтăлать. Çавнашкаллисен йышне кĕрекен кăтартуллă мероприяти ĕнер пирĕн районта та иртрĕ.
Чăвашсемпе нимĕçсен пĕрлехи проекчĕ "Долгосрочное развитие сельских районов Республики Чувашия" ят илнĕ. Çав проект шайĕнче Шуршăлта выльăха пăхассипе çыхăннă ятарлă семинар иртрĕ. Унта республикăри ултă район представителĕсем хутшăнчĕç. Тĕплĕнрех ку мероприятипе хаçатăн çитес кăларăмĕнче паллаштарăпăр.
.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)