13 декабря 2008 г.
Ялхуçалăх производствине ура çине çирĕп тăратасси кăткăсраххăн пурнăçланса пырать тетпĕр пулин те яллă территорисене комплекслă аталантарассине патшалăх юлашки улсенче пысăк тимлĕх уйăрать. Çакна тума "Яла социаллăх тĕлĕшĕнчен 2012-мĕш çулччен аталантарасси" тĕллевлĕ программа пулăшса пырать. Чылай енчен вăл ялта ĕçлесе пурăнакан çамрăксене çурт-йĕрлĕ пулма май парать. Çурт е хваттер ыйтăвĕ вара, паян чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри. Патшалăх çав ыйтăва татса парас тесе ялта ĕçлесе пурăнакан, унтах хваттер туянас е çурт лартас шутлисене тавăрса памалла мар субсидисемпе тивĕçтерет. Хальхи саманара кунашкал укçа "пĕлĕтрен йăтăнса аннă" пулăшупа танах. Çавăнпа унпа усă курас текенсен йышĕ çулсеренех ÿсет (вуншар тĕрлĕ документсем хатĕрлеме тивнине пăхмасăрах).
Район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕн аслă специалисчĕ Л. Петрова (субсиди илес текенсемпе шăпах вăл ĕçлет) палăртнă тăрăх, кăçалхи списока кĕртнĕ граждансем пурте патшалăх пулăшăвне илме тивĕçнĕ, палăртнă сумма çумне хушса пани те пулнă. "Унашкал ямăт укçа пире лекес çук",- теме пăхĕ хăшĕ-пĕри. Шантарсах калама пулать, кунашкал шухăшлакансем йăнăшаççĕ.
Акă, федераллă тĕллевлĕ программăн районти кăçалхи пурнăçланăвне тишкерес пулсан, çакна палăртмалла. Ялта вăй хуракансен тата пурăнакансен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма пулăшассипе çыхăннă подпрограммăна 4 гражданин (ку категорире ÿсĕм çулĕн чикки çук, ватă е çамрăк пулнине пăхмаççĕ) хутшăннă. Вĕсен шутĕнче выльăх пăхакан та, ветврач та, хресченпе фермер хуçалăхĕн ертÿçи те, культура çурчĕн техслужащийĕ те пур. Пĕтĕмпе вĕсене федераллă бюджетран 640 пин тенкĕ уйăрса панă, çак суммăпа 367 тăваткал метр пурăнмалли çурт хута каять.
Ялта ĕçлесе пурăнакан çамрăк çемьесемпе специалистсем вара федераллă пулăшусăр пуçне вырăнти бюджет укçи-тенкине те илеççĕ. Ку подпрограмма та кăçал 4 çемьене пĕрлештернĕ. Федераллă бюджетран вĕсем валли уйăрнă сумма 1 миллион тен-кĕпе танлашнă, район бюджечĕ вара 1333500 тенкĕ панă. Мĕнпур сумма патшалăх çăмăллăхĕпе усă курас текенсен счечĕсем çине куçнă. Апла пулсан 370 тăваткал метр çурт-йĕр хута кайĕ. Ку категорире вара рабочи те, тракторист та, агроном та, учительница та пур.
Ял хутлăхĕсен ĕçне хакласан, Урхас Кушкă (пуçлăхĕ О. Леонтьев) тата Карапаш (пуçлăхĕ В. Михайлов) хутлăхĕсен администрацийĕсем япăх мар тăрăшнине асăнмалла. Çапла, Урхас Кушкă тăрăхĕнче социаллă тÿлеве, урăхла каласан, субсидие 1 гражданинпа пĕр çамрăк çемье илнĕ, Карапаш енче 2 çамрăк çемье хăйсен пурăнмалли условийĕсене аванлатнă.
Çитес 2009-мĕш çулхи списока та мĕнпурĕ 8 çын (4 гражданинпа 4 çамрăк çемье) кĕнĕ.
И. НИКИТИНА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)