22 ноября 2008 г.
Çеçпĕл Мишшине юлашки вăхăтра пин-пин чăваш çынни нихçанхинчен те тарăнрах ăнланма, тĕрĕсрех хаклама вĕренсе пырать. Юратнă сăвăçа эпир хастар патриот, романтик пек курма хăнăхнă. Çавăнпа та пулĕ ытларах унăн «Çĕн кун аки» , «Хурçă шанчăк», «Пуласси» евĕр сăввисене вулатпăр. Анчах Çеçпĕл Мишши лирик пулнине те манмалла мар. Çакă унăн туслăхпа юрату сăввисенче, юратнă хĕрарăмĕ (Анастасия Червякова) патне янă çырăвĕсенче курăнать. Вĕсем сăвăçа эпир халиччен пĕлмен енчен кăтартса параççĕ. Шел, пурнăç шăпи Çеçпĕле юратнă хĕрарăмĕпе пĕрле пулма пÿрмен.
1989 çулта «Ялав» журнал редакцийĕ (1-2 ") «Чунăмçăм, çунатăмçăм...» ятпа пысăках мар кĕнеке кăларнăччĕ. Юрий Сементер Анастасия Червякова патне çырнă 98 çырăвне чăвашла куçарса пичетленĕччĕ. Çак çырусем аслă класри ачасене воспитани парас тĕлĕшпе те паха материал. Вун-вун çул иртнĕ пулин те – çырусенчи туйăмсем сÿнмен, вĕсен хĕрÿлĕхĕ иксĕлмен.
Паянхи ахăр саманара чун, таса туйăм, юрату валли вырăнĕ те, вăхăчĕ те сахалтарах тивет пулĕ (телевизорпа кирлĕ–кирлĕ мар передачăсем сахал кураççĕ-и ачасем.). Çеçпĕлĕнни пек илемлĕ ту-йăмсем валли çитĕнекен ăру чĕринче пирĕн пĕр кĕтес те пулин тупса пама тăрăшмаллах.
Çеçпĕл Мишши çырăвĕсене вырăсла çырнă. Чăваш ялĕнче ÿснĕ вăл вăхăтри ача ют чĕлхепе çав тери таса та ăслăн çырни те пире тĕлĕнтерет. Мĕнле çитнĕ-ши вăл çав шая.
Юратнă хĕрарăмне вара сăвăç мĕнле кăна ытарлă та сăнарлă сăмахсемпе чĕнмен-ши. «Хаклă çыннăм, чунăмçăм, çунатăмçăм, ытарайми çăлтăрăм, пурнăçăм, сиплĕх пайăркиçĕм, хĕвелĕм, ытарайми çыннăм...»
Çеçпĕл юрату ăнăçсăр вĕçленессе малтанах туйнă, анчах та юратнă çынни çинчен шутламасăр тăма пултарайман.
«Пĕр минут, пĕр самант та пулин,
Савнă тусăм, манпа эс юлсам,
Пурнăçра эпир иккĕн хальччен
Пĕр çулпа каяймастпăр пулсан, – тесе çырать вăл пĕр çырăвĕнче Анастасия Червякова патне.
«Асаплану – ман пурнăçăн саккунĕ», – тесе палăртнă юратнă çынни патне янă тепĕр çырăвĕнче. Асаплану çулĕ ĕнтĕ сăвăçа сарăмсăр вилĕм патне çеç мар, поэзири вилĕмсĕрлĕх патне те илсе çитернĕ.
Анастасия Червякова Çеçпĕл Мишшине мĕн хăй çĕре кĕричченех асра тытса пурăннă, савнă çыннин çырă-вĕсене упрама пултарнă. Çав çырусем паянхи кун та поэма пек вуланаççĕ. Çеçпĕл еткерлĕхне упрас ĕçре вырăс хĕрарăмĕ калама çук пысăк вырăн йышăннă. Паянхи кун çавăнпа эпир ăна та Çеçпĕлпе пĕрле чыслама тивĕç.
Н. ПЕТРОВА,
Шĕнерпуç шкулĕнче чăваш чĕлхипе
литературине
вĕрентекен
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)