Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шута илмен пурлăх ан пултăр

22 ноября 2008 г.

Вырăнти хăй тытăмлăх реформи çинчен калакан федераллă саккун вăя кĕни кăçал пĕрремĕш çул мар. Куçăм тапхăрĕ шутланакан хальхи вăхăтра ял тăрăхĕсен хăйсен хысни, ун валли – налук бази.  

Анчах пур чухне те туллин усă кураççĕ-и-ха вĕсем юлашкинчен асăннипе. Ку ыйтăва иртнĕ уйăхăн 20-мĕшĕнче республика ертÿçи Николай Федоров ЧР Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе ирттернĕ анлă ларура çивĕч сÿтсе явнă. Унта вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен хăш-пĕр ертÿçисем, ĕç тăвакан федераллă органсен территорири пуçлăхĕсем хутшăннă.

Вырăнти налуксене пуçтарассипе, шел пулин те, тепĕр çĕрте ыйтусем самаях иккен. Пурлăх, çĕр тата транспорт налукĕсен базине актуализацилессипе ĕçлесе çитерейменнине çивĕч палăртнă Федераллă налук службин республикăри управленийĕн ертÿçи Аркадий Дергачев. Ял тăрăхĕсем электронлă программăсемпе начар усă кураççĕ. Çĕр участокĕсемпе вĕсен хуçисем пирки база йĕркелессипе пирĕн районта та ĕçлемелли пур.

Федераллă налук службин 5-мĕш инспекцийĕн пуçлăхĕ Анатолий Кузнецов каланă тăрăх, хальхи вăхăтра пурлăх базине актуализацилессипе çине тăраççĕ. Туса ирттермелли мероприятисене палăртса районта ятарлă йышăну та тунă. Унтах – мероприятисен планĕ те, пурлăх базине актуализацилессипе комисси членĕсене палăртни те. Инспекцинче хăйĕнче те ятарлă комисси туса хунă. Кашни ял тăрăхĕпе яваплисене палăртнă.

Куçман пурлăха мĕнпур ял тăрăхĕнче раштав 1-мĕшĕ тĕлне инвентаризацилесе пĕтермелле. Туса пĕтермен çурт-йĕре хута ярассипе тата шута илессипе ятарлă ĕçсем ирттермелле. Строительствăна вĕçлемен тата патшалăх регистрацийĕ туман объектсене яланлăх схемăпа электричество, шыв тата газ памасси пирки те республика ертÿçи яваплисен умне задача лартрĕ.

Пурлăха тивĕçлипе шута илсе налук хуманнине пула ял тăрăхĕсем самай укçа çухатаççĕ. Налукçăсем пĕлтернĕ тăрăх, даннăйсен базине йĕркелессипе хальлĕхе пирĕн районта икĕ ял тăрăхне Аксарин тата Хуракасси – кăна лайăхпа палăртма пулать.

Тепĕр куçман пурлăхпа е автотранспортпа вĕсен хуçисем тахçанах усă курмаççĕ. Ун пеккипе мĕн тумалла-ха. Кун пирки те ăнлантарса пачĕ Анатолий Николаевич. Техосмотр кăларман транспорт хатĕрĕсене палăртассипе юпа уйăхĕн 27-мĕшĕнчен пуçласа чÿк уйăхĕн 27-мĕшĕччен çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн инспекцийĕн районти пайĕ ятарлă уйăхлăх ирттерет. Усă курма юрăхсăр авто-мототранспорта шутран кăларма пулать. Çĕрпе те ыйту пур. Теприсем унпа усă курмаççĕ. Çавсен патшалăх регистрацийĕ тăвакан органа кайса çĕр участокĕ кирлĕ марри пирки заявлени çырмалла. Хăйпе паспорт кирлĕ пулать. Çĕр участокне регистрацилеттерменнисен, унсăр пуçне вырăнти хăй тытăмлăх органĕ çĕр пани çинчен кăларнă йышăнăва тата çĕр участокĕн кадастр планне илмелле.

В. ЭВЕРККИ.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика