Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван ялăм Хуракасси

22 ноября 2008 г.

Тăван ял, тăван тавралăх пирки уроксенче калаçнă чухне вĕрентекенсем час-часах çапла ыйту параççĕ, «Мĕншĕн вăл сирĕншĕн тăван.» Хуравĕ нумай чухне вара çапларах пулать, «Мĕншĕн тесен эпир кунта çуралнă, çитĕннĕ…»  

Çакăн пек чухне мана яланах пĕр ыйту канăç памасчĕ, «Манăн тăван ял хăшĕ, эпĕ çуралнă Мĕшĕл ялĕ е эпĕ çитĕнекен Хуракасси ялĕ.»

Эпĕ çулталăк çурă тултарсан пирĕн çемье Хуракассине куçса килнĕ (атте çак ялти шкулта ĕçлеме тытăннă). Кашни шăматкун тенĕ пекех эпир Мĕшĕле каяттăмăр. Пĕчĕкрех чухне манăн хамăн та асанне ялне питĕ каяс килетчĕ. Анчах каярахпа эпĕ Хуракассине хăнăхса çитрĕм, çывăх юлташсем тупрăм… Халĕ, хуть те ăçта кайсан та манăн тăван киле, тăван яла – Хуракассине – таврăнас килет.

Паллах, кашни çыннах хăйĕн тăван ялĕн историйĕ, унти халăхăн пурнăçĕ интереслентерет. Мана чи малтанах ял ячĕ питĕ кăсăклантарчĕ, мĕншĕн ăна Хуракасси тенĕ. †лĕк-авал кунта хурарах çынсем пурăннă-и, е урамĕсем таса мар пулнă-и. Çук иккен. Ял ячĕ пулса кайни пирки халăхра урăхла халап пур.

†лĕк-авал ку ялта питĕ усал халăх пурăннă, час-часах вăрă-хурахсем çула тухнă е пасара каякан çынсене тапăнса çаратнă, çавăнпа та ял пуçне хура юпа лартнă. Çак хура юпа çак ялта «хура» халăх пурăннине пĕлтернĕ. «Хура» халăх çапăçать, вĕлерет, тустарать. Çынсем ку ял патĕнчен пăрăнса иртсе кайма тăрăшнă.

Ял пуçланса кайни пирки вара историре акă мĕн паллă. Пин çул ытла каялла Атăлпа Кама çывăхĕнче Пăлхар çĕршывĕ чăмăртаннă. Вăйлă, пуян патшалăх пулнă вăл. Анчах XIII ĕмĕрте Вăтам Атăл тăрăхне монгол-тутар çарĕсем çĕмĕрсе кĕнĕ. Вĕсем кунта икçĕр çула яхăн хуçаланнă. Çав тапхăрта пăлхарсем хальхи Чăваш Республикин çурçĕр пайне те куçнă, вĕсем финн–угор йăхĕсемпе хутшăннă. Ултçĕр çул каялла вара эпир халь пурăнакан вырăнта чăваш нацилĕхĕ чăмăртаннă. Ылтăн Урта саланса кайнă хыççăн чăваш халăхĕ Хусан ханствин танатине çакланнă. Асаплă, хĕн-хурлă пурнăç çынсене ирĕклĕх çинчен тăтăшах шухăшлаттарнă. Пусмăрçăсенчен хăтăлас тесе, ирĕклĕх шыраса çынсем вăрмана çитсе ÿкнĕ. Ун чухне ку тăрăхра талккăшĕпех сĕм вăрман кашласа ларнă. Пурăнма пуçласан çынсем йывăçсене касса пÿртсем тунă, пахчасем йĕркеленĕ, тыр-пул акса тума вăрман хăртнă. Çапла вăрман хушшинче ял пуçланса кайнă.

Халĕ те ялпа юнашар самаях пысăк вăрман пур. Анчах ăна сĕм вăрман тесе калас çук ĕнтĕ, мĕншĕн тесен йывăçсене касаççĕ, нумайăшĕ хăраççĕ, вĕсем вырăнне çамрăк хунавсем часах çитĕнеймеççĕ. Унсăр пуçне вăрмана тасатмаççĕ. Çакна пулах тискер чĕрчунсем те сахаллансах пыраççĕ.

Хуракасси ялĕ – пысăк ял. Кунта вунă урам. Кашни урамăн хăйĕн ячĕ, хăйĕн историйĕ. Енчен те Тĕп , Çамрăксен, Малтикас ятлă урамсем нумай ялта пур пулсан, Çăмахуй вара пĕр ялта та çук. Кун пирки çапла халап пур. †лĕк-авал пĕр хĕрарăм упăшкине апат çитерме уя çăмах яшки пĕçерсе тухнă пулнă, анчах такăнса ÿкнĕ те яшкине тăкса янă. Кайран кунта урам пуçланса кайнă.

Тăван ялăм мана килĕшет. Кунта пĕлÿ илме вăтам шкул, пĕчĕккисем валли ача сачĕ, кĕнекесемпе пуян модель библиотеки, сывлăха вăхăтра тĕрĕслеттерме фельдшер пункчĕ, тĕрлĕ тавар туянма тăватă лавкка, хаçат-журналпа тивĕçтерме почта уйрăмĕ, вăхăтра укçа илме е тĕрлĕ тÿлевсем тума перекет касси пур. Пур çĕрте те ăшă кăмăллă, тарават çынсем ĕçлеççĕ. Культура вучахĕ çамрăксемшĕн сахалтарах тăрăшни кăна мана пăшăрхантарать. Кану кунĕсенче çамрăксем ташă каçне кÿршĕ яла каяççĕ е лавкка умĕнче тăраççĕ. Тĕрлĕ уяв каçĕсем ирттерсен аван пулмалла.

Ял историйĕнче çитĕнÿсем те, хурлăхлă самантсем те пулнă. Малтанхи вăхăтра Хуракасси ял хуçалăхĕ вăйлă аталанса пынă, хăмла туса илессипе республикăра палăрса тăнă, ытти енĕпе те малтисен ретĕнче шутланнă. Халĕ вара хыт-хура пусса кайнă уйсене курсан чун хурланать. Мĕн патне çитет пирĕн ял хуçалăхĕ.

Темĕнле йывăрлăхсем пулсан та тăван ялăмăн пуласлăхĕ пирки эпĕ иккĕленместĕп. Вăл малалла та аталанса, вăйланса, хитреленсе пырĕ. Кĕçех эпĕ шкул пĕтерĕп, малалла вĕренме кайăп, анчах тăван ялăма – Хуракассине – нихăçан та манса каймăп, мĕншĕн тесен вăл маншăн ТăВАН!

А. ВАСИЛЬЕВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика