Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раççей Президенчĕн Çырăв&...

22 ноября 2008 г.

Пĕрлĕхлĕ информаци ку-нĕсем республикăра пурăнакан халăх пурнăçне çирĕп кĕрсе вырнаçрĕç пулĕ. Тĕпрен илсен, вĕсен темисем Раççейре, республикăра йышăнакан саккунсем е тĕрлĕ пулăмсем тавра йĕркеленеççĕ темелле, çавах та масштаблă проектсене, уйрăмах пысăк хуласен тулашĕнче пурăнакан халăх патне ăнланмалла та çывăхрах çитерессине тата «провинциалсен» ыйтăвĕсем тăрăх вырăнти лару-тăрăва тишкерсе пĕтĕмлетме тăрăшнине Чăваш Ен правительстви пысăка хунине хакламаллах. Çавăнпа иртнĕ юнкунхи Информаци кунне пирĕн района килсе çитнĕ представительсем (вĕсен шутĕнче Федераци казначействин Чăваш Республикинчи Управленийĕн пуçлăхĕ И. Клюкова, республикăри сыв-лăха сыхлас ĕç тата социаллă аталану министрĕн çумĕ Л. Рулькова, Патшалăх Канашĕн депутачĕ Г. Косолапов, Чăвашпотребсоз Совечĕн председателĕ В. Павлов т. ыт. те пулчĕç) палăртнă темăпа килĕшÿллĕн Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Д. Медведев Федераци Пухăвне янă Çырăвĕнчи задачăсем, граждансене социаллă пулăшу памалли мерăсем, кашни ял патнех çулсем тăвас ĕçе вĕçлесси тата ялхуçалăх çулталăкĕн итогĕсем çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕç. Чăвашпотребсоюз ертÿçи В. Павлов Сĕнтĕрвăрри хулинчи, Чăнкасси ял хутлăхĕн территорийĕнчи тĕлпулусенче халăх пĕлме тивĕç самантсене пĕр ывăнмасăр аса илтерме тăрăшрĕ. Районтан Валерий Михайловичпа пĕр ушкăнра Октябрьски райпо Совечĕн председателĕ Р. Почемов, райадминистрацин экономика пайĕн пуçлăхĕ Н. Смирнова (Чăнкассинче ял – хутлăхĕн пуçлăхĕ Г. Баринов, шкул директорĕ, район Пухăвĕн депутачĕ Ю. Васильев) пулчĕç.  

Республикăри тĕрлĕ ведомство представителĕсем палăртнă тĕлпулусене çитиччен район администрацийĕнче халăх пама пултаракан ыйтусене пăхса тухрĕç, яваплă ертÿçĕсенчен хуравсем илчĕç. Çапла, тĕрлĕ çăмăллăхсене укçан саплаштарассипе, «Материнская слава» орден илессипе çыхăннă ыйтусем тавра пычĕ калаçу. Республикăн сывлăха сыхлас ĕç тата социаллă аталану министерствин яваплă представителĕ палăртнă тăрăх, çитес çултан çăмăллăхсем çухалмаççĕ, анчах монетизациленеççĕ. Урăхла каласан, çăмăллăхсемшĕн укçан компенсаци параççĕ. Çак шутра – пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пулăшăвĕсемшĕн т. ыт. те. Çÿлерех асăннă орден пирки калас тесен, ятарлă Указ пур, анчах ăна парас йĕрке хальлĕхе министерствăна çитеймен-мĕн. Çавах та пуç усас çук, çитмелли япала çитетех. Ку темăна пĕтĕмлетес пулсан, 2010-мĕш çултан мĕнпур Раççей монетизацилĕхе куçмалла. Кÿршĕсемпе танлаштарас пулсан, вĕсем çакнашкал йĕрке çине куçнă та ĕнтĕ.

Чăвашпотребсоюз пуçлăхĕ В. Павлов вара çакăн хыççăн Сĕнтĕрвăрринчи «Космос» кафере пуçтарăннă кооператорсене Раççей Президенчĕ Д. Медведев Федераци Пухăвне янă Çырăвĕнчи кашни çын пĕлме тивĕç самантсене аса илтерчĕ. Чи малтанах правительство хăйĕн конституцилле право яваплăхне хытарассине палăртать. Çавăнпа малашне правительство çулсеренех Патшалăх Думине отчет парса тăрĕ.

Д. Медведев Президент коррупци чи хăрушă тăшман пулни çинчен уççăнах калать, çак «тымарланнă çăпана» пĕтерес ĕçе çивĕчлетмелли, суд системин никамапăхăнманлăхĕпе тÿркăмăллăхне çирĕплетессипе те тивĕçлĕ мерăсем йышăнма кирлине палăртать вăл. Суд производствисене вăраха яни çынна çăмăллăнах арестлени, ирĕк прависĕр хăварни пулмалла мар. Малашне патшалăх служащийĕсем çеç мар, вĕсен çемйисем те тупăшĕсене кăтартма, пĕлтерме тивĕç.

Вĕрентÿ системинче çĕнĕ стандартсем йĕркелемелле, унсăрăн пахалăхлă професси кадрĕсем ÿстерсе çитĕнтересси пулмĕ.

Президент срокне малашне 6 çул, Патшалăх Думин депутачĕсен срокне 5 çул таран ÿстерме палăртнă. Çак йĕрке хальхи ертÿçĕпе законодательсене мар, пулассисене пырса тивет.

Асăннă Çырура палăртнă тĕллев-задачăсем анлă, унта пенси реформи, медицина страхованийĕ тата пурнăçăн ытти енĕсене те тишкерсе хак панă, пурнăçламалли ĕçсене палăртнă.

Республикăра кашни ял патне асфальтлă çул сарасси кăçал вĕçленмелле. Пирĕн района илсен, 31 ял патне çул хывăнать, анчах та хальлĕхе 6 автоçула сарса пĕтереймен тата тепĕр 20çухрăма яхăн тăршшĕллĕскерне реконструкцилесси вĕçленеймен. Çак объектсенче ĕçсем пыраççĕ, апла пулсан, вĕçĕ пулмаллах. Малашне вара республика программипе ял хушшинчи çулсене тирпейлесси пуçланмалла. Ку программа, малтанах палăртнă тăрăх, 2015-мĕш çулччен пурнăçланмалла.

Республикăри ялхуçалăх сферинче те кăçал япăх мар кăтартусем пулнă. «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕпе кăна тĕрлĕ çăлкуçсенчен 14 млрд. тенкĕлĕх укçа хывнă. Çакă – иртнĕ 3 çултинчен те ытларах сумма. Халиччен усă курман ялхуçалăх çĕрĕсене сухаласа ĕçе кĕртес программа кăçал республикăра «çула тухрĕ». Çак ĕç пирĕн районта çитес çул татах та вăй илессе шанма сăлтавсем çук мар.

Валерий Михайлович хыççăн Октябрьски райпо Совечĕн председателĕ Р. Почемов вырăнти потребкоопераци системинчи лару-тăрупа паллаштарчĕ, уйрăмах ял халăхне кăсăклантаракан сĕт, аш-какай тата ытти япаласем пуçтарас ĕçе мĕнле йĕркелени çинчен, çавăн пекех сĕт хакĕн ыйтăвĕсем пирки тĕплĕн ăнлантарчĕ.

Хулара пуçтарăннă кооператорсенчен тĕлпулура ыйтусем пит пулмарĕç пулсан, Чăнкасси шкулĕнчи преподавательсен тата Р. Почемовăн ял хутлăхĕн пуçлăхĕнчен Г. Бариновран ыйтса пĕлмеллисем тупăнчĕç. Радим Вячеславовича Çĕнĕ Куснарти магазин патне асфальтлă çул çитересси кăсăклантарчĕ. Автобус чарă-нăвĕнчен темиçе метр кăна илсе çитермелле çул сыпăкне, анчах çакна хăй вăхăтĕнче туман. Геннадий Прохорович ку проблемăна çитес çул татса пама шантарчĕ. Кăçал Чăнкасси ял урамĕсене тирпейлеме палăртнă-мĕн, тепĕр çул вара çак ĕç Çĕнĕ Куснарпа Анатри Кушмара ялĕсенче пурнăçланмалла.

Шанарпуçне асфальтлă çул сарнă, коммерци транспорчĕ те çÿрет, анчах унта пурăнакансем яла рейслă автобуса та çÿреттересшĕн. Тĕрĕсрех, Çĕнĕ Куснара çитекен маршрута Шанарпуç таран тăстарасшăн. Ку ыйтупа ĕçлессине те палăртрĕ ял хутлăхĕн пуç-лăхĕ.

Пуçтарăннă халăх çавăн пекех вырăнти пуçлăха ялта çÿп-çап пуçтарма 3-5-шер контейнер та пулин лартса пама ыйтрĕ.

И. ПАВЛОВА.

ЧР Паташалăх Канашĕн депутатĕнчен (вăлах Канашри педагогика колледжĕн директорĕ) Г. Косолаповран, районти вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕнчен Л. Смирновăран тăракан информушкăн, палăртнă плана пăхăнса, Сĕнтĕрвăрринчи МарГТУ филиалне килсе çитрĕ. ¤на асăннă вĕрентÿ заведенийĕн вулав залĕнче филиал директорĕ Л. Агильдина тата вĕрентекенсем кĕтсе илчĕç. Малтан сăмах Г. Косолапов илчĕ. Вăл информкун тематикинче палăртнă ыйтусене çутатса пачĕ. Уйрăмах Раççей Президенчĕ Д. Медведев РФ Федераллă Пухăвне янă Çыру çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Хăй вĕрентÿ системинче ĕçленине тата вĕрентекенсемпе тĕл пулнине шута илсе, ытларах вĕрентÿ системине пырса тивекен улшăнусене пăхса тухрĕ. Геннадий Иванович Президент хăйĕн Çырăвĕнче вĕрентÿ заведенийĕсен никĕсне пуянлатма палăртнине ырларĕ. «Хăй вăхăтĕнче пирĕн çĕршывăн вĕрентÿ системи тĕнчере чи лайăххи пулнă, – терĕ вăл. – Халĕ эпир çак позицие çухатрăмăр. Кирек епле пулсан та пирĕн ăна каялла тавăрма тăрăшмалла».

Калаçу бюджет шучĕпе шалу илекенсен ĕç укçин çĕнĕ системи çинчен те пулчĕ. Пирĕн республикăра ку улшăну çĕнĕ çултан пурнăçа кĕмелле. Г. Косалапов шалу укçипе çыхăннă çĕнĕ механизма хапăл туса йышăннине палăртрĕ. «Вăл кашни çыннăн яваплăхне ÿстерме, ĕç дисциплинине çирĕплетме, кашнин пĕрлĕхлĕ ĕçе хывнă тÿпине шута илсе тÿлеме май парать», – палăртрĕ Геннадий Иванович. Патшалăх тивĕçтерекен çăмăллăхсене укçа эквиваленчĕпе улăштарнине те ырларĕ вăл. «Ку уйрăмах ялта пурăнакансемшĕн меллĕ, – палăртрĕ Г. Косолапов. – Вĕсем паракан çăмăллăхсемпе сайра-хутра çеç усă кураççĕ. Хуларисем вара иртĕхеççĕ теме те пулать». 2009 çулта ĕç ветеранĕсене патшалăх енчен паракан компенсаци сумми 710 тенке çитмелле. Хальхипе танлаштарсан ку икĕ хут ытла пысăк.

Иформкунăн тепĕр ыйтăвĕ çулсем пирки пулчĕ. Пирĕн çĕршывра çулсерен 1800 çухрăм çул хываççĕ. Пĕлтĕр вара республикăра 400 çухрăм çул тунă. Кăçалхи 10 уйăх хушшинче – 362 çухрăм ытла. Çапла вара пирĕн республика ку енĕпе Раççейре малтисенчен пĕри. Кăçал Чăваш Енре çул тăвас ĕçе 9 млрд. тенкĕ хывма палăртнă. Шел пулин те, пирĕн район çул тăвас енĕпе ыттисенчен каярах юлса пырать (палăртнă планран 32: çеç). Малтисен шутĕнче – Канаш, Куславкка тата Пăрачкав районĕсем. Вĕсем плана пĕтĕмпех тултарнă.

Сăмах ялхуçалăх комплексĕ мĕнле ĕçлени çинчен те пулчĕ тĕлпулура. Кăçал пирĕн республикăра 542,6 тонна тырă пуçтарса илме пултарнă (пĕлтĕрхипе танлаштарсан 51,3: ытла). Гектартан илнĕ вăтам тухăç 22,5 центнерпа танлашать (пирĕн районта – 14,9). Пĕлтĕр республикăн ялхуçалăхне аталантарма 800 машинăпа трактор туяннă, кă-çалхи 9 уйăхра – 821.

Районти лару-тăру çинчен Л. Смирнова каласа кăтартрĕ. Ун хыççăн информушкăн чле-нĕсем тĕлпулăва пынисен ыйтăвĕсем çине хуравларĕç, каярахпа Атăлçи шкулне çул тытрĕç.

И. ВАСИЛЬЕВ.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика