22 ноября 2008 г.
Иртнĕ кĕçнерникун райадминистрацин ялхуçалăх пай пуçлăхĕн ĕç пÿлĕмĕнче çул çинчи хăрушсăрлăх мелĕсене ÿстерессипе çыхăннă ĕçсене координацилекен комисси ларăвĕ иртрĕ.
Кăçалхи 10 уйăхра районти çул-йĕр çинче пулса иртнĕ аварисем çинчен шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД начальникĕ В. Шолин каласа пачĕ. Вăл палăртнă тăрăх чылай аварисем руль умĕнчи «стаж» пысăк маррипе пулаççĕ. Çул урлă каçакан çынсем те тепĕр чухне асăрхануллă пулмаллине манса каяççĕ. Çапла вара, пирĕн районта асăннă тапхăрта 32 çул-йĕр происшествийĕ пулса иртнĕ. Вĕсенче икĕ çын ĕмĕрлĕхех çут тĕнчепе сывпуллашнă, 57-шĕ вара суранланнă. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан вилекенсен шучĕ чылай чакнă, анчах та сусăрланнисен шучĕ ÿснĕ.
Хĕл кунĕсенче çул-йĕре тивĕçлĕ пек тытассипе çыхăннă хатĕрленÿ ĕçĕсем пыни çинчен «Маяк» ОООпа çул-йĕр тăвакан тата юсакан Сĕнтĕрвăрринчи участок ертÿçисем тухса калаçмаллаччĕ. Анчах тĕрлĕ сăлтавсене пула асăннă ертÿçĕсем ларăва килсе çитеймен. Çавăнпа та комисси членĕсем ку ыйтăва çитес ларура пăхса тухма палăртрĕç.
Паянхи кун шкул ачисене вĕренме автобуссемпе турттараççĕ. Çакăн чухне те хăрушсăрлăх мелĕсене пăхăнмалла. Ку темăпа администрацин вĕрентÿ тата çамрăксен политика пайĕн пуçлăхĕ Л. Смирнова тухса калаçрĕ . Шкул автобусĕнче ачасемпе пĕрле яланах педагог пулмалла тесе палăртрĕ вăл. Хуракасси шкул автобусĕсенчен пĕрин тăррийĕ çурăлса кайнă, иккен. Сăлтавĕ вара завод кăлтăкĕпе çыхăннă имĕш.
ГИБДД тата вĕрентÿпе çамрăксен политика пайĕн ĕçченĕсем тăтăшах ирхине рейда тухаççĕ. Чи анлă сарăлнă çитменлĕхсенчен çаксене каласа хăвармалла, ачасене палăртнă шутран ытларах лартни тата вĕсем хăрушсăрлăх пиçиххийĕсемпе çыхăнманни. Пысăк çитменлĕхсен шутне çаксене те кĕртсе хăвармалла, чылай шкул автобусĕсем валли гаражсем пулманни, вĕрентÿ учрежденийĕсем çывăхĕнче çул-йĕр паллисем çукки. Ларура савăнăçлă хыпар та пулчĕ, кĕçех Чăнкасси шкулне çĕнĕ «Газель» ярса памалла.
Хула пуçлăхĕ В. Петров вара Сĕнтĕрвăрринчи çул-йĕр çинче çÿреме меллĕрех тата хăрушсăртарах пултăр тесен кирлĕ çĕре паллăсем лартмалли, юсав ĕçĕсем тумалли, хĕлле хула урамĕсене çийĕнчех юртан тасатса тăмалли çинче чарăнса тăчĕ.
Е. ТИХОНОВА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)