22 ноября 2008 г.
Елĕкрех, пĕр çирĕм-вăтăр çул каялла 8, 9 е 10 ачаллă çемьесене самаях тупма пулатчĕ. Хальхи вăхăтпа танлаштарсан, паллах, паян унашкаллисене хунарпа шырасан та тупма хĕн. Юрать-ха, патшалăх юлашки çулсенче демографи лару-тăрăвне аванлатассипе питех те кирлĕ мерăсем йышăнчĕ. Амăшĕсен капиталĕ çамрăксене иккĕмĕш, виççĕмĕш е ытларах ача çуратма кăштах та пулин хавхалантарать.
Ачана йĕркеллĕ (çак шутра укçа-тенкĕпе çителĕклĕ тивĕçтересси те т. ыт. те) пăхса ÿстерме, пурнăç çулĕ çине кăларма нумайăшĕ самани майлах мар, тет, анчах вăхăт тени хăçан та пулин çăмăл пулнă-ши. Кун пирки паянхи пек пуç ватман пулĕ пирĕн мăн асаттесемпе асаннесем, кукамайсемпе кукаçисем. Çемьере икĕ ача çитĕнет пулсан, виççĕмĕшĕ валли те вырăн çитетех е тăваттăмăшĕ ÿсет пулсан, пиллĕкмĕшĕ те вĕсенчен юлмĕ – çапларах философи хуçаланнă туслă çемьесенче. Çавăнпа çуралмалли ача ашшĕшĕн те, амăшĕшĕн те ытлашши пулман.
Йышлă çемье теми пирки шухăша малалла татах та тăсма пулĕ, анчах тĕслĕхсĕр шухăш хăрăк мăйăр хуппи пекех. Капла ан пултăр тесе, тĕслĕх вырăнне пирĕн Çичĕ-пÿртре пурăнакан Зоя Петровнăпа Петр Никитич Никитинсен çемйине илсе кăтартас килет. Вĕсем шăпах – 10 ача амăшĕпе ашшĕ. Вуннăшне те çемьере çуратса тĕрĕс-тĕкел пăхса ÿстернĕ, паянхи кунччен те пурте ырă-сывă пурăнаççĕ, хăйсен ытарайми ашшĕ-амă-шĕпе тивĕçлипе мухтанаççĕ. Вĕсем çеç мар – мăнукĕсем те, вĕсен ачисем те. Сăмах май, мăнукĕсенчен пĕри паян авланать. Мĕн тери аван вăл туй халăхĕн çуррийĕ тăван çемьерен тăни. Никитинсен вара хальлĕхе мĕнпурĕ 17 мăнук, 6 мăнукĕн ачисем Зоя Петровнăпа Петр Никитич хăйсем Сергей ывăлĕн çемйипе пĕрле пурăнаççĕ. Сергей – чи кĕçĕнни (1975 çулта çуралнă), ун умĕн Николай (1972 ç.), Александр (1969 ç.), Светлана (1967 ç.), Ангелина (1964 ç.), Надежда (1962 ç.),Юрий (1956 ç.), Елена (1959 ç.), Галина (1957 ç.), Людмила (1956 ç..) пыраççĕ.
Çемьере туслăх, ăнланулăх, кăмăллăх хуçаланни çав тери пысăк пуянлăх. Çав пуянлăхăн «çимĕçне» – ачисен ыррине – ватлăхра татса çини мĕн тери сиплĕ пулĕ ашшĕ-амăшĕшĕн. Петр Никитичпа Зоя Петровна ĕмĕр тăршшĕпе тенĕн ялхуçалăх предприяти-йĕнче тăрăшнă, çăмăл мар ĕçре вăй хунă пулин те пур ачине те тивĕçлĕ воспитани парса анлă пурнăçа кăларнă. Çулĕсем пур пулин те хĕрпе каччă пекех çамрăк, ал-ури енчен тăпăл-тăпăл та çаврăнăçуллă темелле Никитинсем пирки. Петр Никитич, акă платник-столяр ĕçĕне пит ăста. ¤на е кăна тутарма заказсем килсех тăраççĕ ун патне. Зоя Петровна та «ылтăн» алăллă, кунсăр пуçне вăл ялти клубри пĕр культура мероприятийĕнчен те юлмасть, кирлĕ чух яланах пулăшать, каланине тимлет.
76 тата 77 çулхи ĕç ветеранĕсем вăрçă хыççăнхи пурнăç тути-масине çителĕклех астивнĕ, ĕçре пиçĕхсе ÿснĕ. Ачисене те ĕçлĕхпе çÿле çĕкленме, ыр ятлă пулма вĕрентнĕ. Ырри халĕ ыррипех каялла таврăнать. Çакăншăн хĕпĕртемелле, Никитинсем пек çемьесене пуç тайса тав тумалла. Сăмах май палăртар, вĕсем республикăри нумай ачаллă çемьесене халалласа кăларнă кĕнекене те кĕнĕ. Кăçалхи çула Раççейре Çемье çулталăкĕ тесе палăртнă. Çавăнпа та Никитинсем пек çемьесем çинчен хаçат страницинче ыттисене каласа пама уйрăмах питĕ кăмăллă.
И. АНДРЕЕВА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)