22 ноября 2008 г.
В. Галкина – пултаруллă хор ертÿçи, халăх культурине малалла аталантарас енĕпе тăрăшса ĕçленĕскер. Вăл 1927 çулхи çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче Нарат Чакки ялĕнче Митрофан Сергеевичпа Лукерия Павловна Шароновсен çемйинче çуралнă. Хăйĕн ачалăхĕ тата çамрăклăхĕ çинчен Валентина çапла каласа кăтартрĕ,
– Тăван ялта Нарат Чаккинче эпĕ вунă çул тултариччен кăна пурăннă. 1937-мĕш çулта çемйипех кÿршĕллĕ Çармăс Республикине куçса кайрăмăр. Вăрçă пуçлансан атте фронта тухса кайрĕ. Çемьере мансăр пуçне тата 4 ача, тăваттăшĕ те манран кĕçĕнрех. Мĕн тăвăн, ирĕксĕрех вĕренме пăрахса ĕçе кÿленме тиврĕ. Çапла эпĕ, вунтăваттăри хĕрача, рабочи пулса тăтăм. Тимлĕ ĕçленине кура-и, çичĕ çул вĕреннĕскер тесе-и, тăват-пилĕк уйăхранах мана теçетнике куçарчĕç. 1945 çулчченех тăрăшрăм вара çак ĕçре. Крым тутарĕсемпе пĕрле шартлама сивĕ-и, йĕпе-сапа-и пăхса тăмастăмăр, йăлт фронт валли, йăлт çĕнтерÿшĕн тесе тĕрмешеттĕмĕр, кĕреш хырсене пăчкăпа касса йăвантараттăмăр та туратсене алăпа иртсе таса пĕренесене Кокшага шывĕ хĕррине турттараттăмăр, унтан вĕсене шыв тăрăх Атăла кăларатчĕç.
Валентина ашшĕ вăрçăран таврăнсан, 1946 çулта Шароновсен çемйи Сĕнтĕрвăррине куçса килет. †çпе пиçсе çитнĕ Валя ялхуçалăх продукчĕсем хатĕрлекен Сĕнтĕрвăрринчи хатĕрленÿ кантурĕнче агент пулса ĕçлеме вырнаçать. Каçпа пушă вăхăтра А. Тогаев ертсе пыракан хора юрлама çÿрет. Сасси вăйлă пулнăран вăл унта солист пулса тăрать. Пĕррехинче çак илемлĕ сасăллă хĕре А. Тогаев музыка енĕпе малалла вĕренме кайма сĕнет. Валя кун пек канаш панăшăн савăнса каять, вăл каланине пурнăçлама тăрăшать.
1947 çулхи авăн уйăхĕнче Шупашкар хулинчи Чăваш патшалăх музыка училищинче вĕренме тытăнать Нарат Чакки хĕрĕ. Иккĕмĕш курсра чухнех Шупашкарти ултă предприятинче художествăлла пултарулăх коллективĕсенче хорсем йĕркелет, вĕсене вăл учили-щăран вĕренсе тухичченех ертсе пырать. 1952-мĕш çулта хор руководителĕ тата пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулти музыка учителĕ специальноçе алла илсе вĕренсе тухать. Диплом илнĕ хыççăн ăна тÿрех Шупашкарти пионерсен Керменĕн директорĕ хăй патне художество пултарулăх коллективĕн ертÿçи пулма илсе каять. Кунта Валентина Митрофановна 350 шкул ачинчен тăракан хор йĕркелет, тепĕр икĕ çултан ку хора «Ансамбль песни и танца при Чебоксарском Дворце пионеров» ят параççĕ.
Каярах Валентина Митрофановна Шупашкарти пионерсен Керменĕпе музыка училищин директорĕ, хула Совет ĕçтăвкомĕн культура пайĕн ертÿçи пулса ĕçлет.
Темиçе хутчен те ăна тĕп хулан халăх депутатне суйланă. †ç нумаййине пăхмасăр вăл Чăваш патшалăх университетне вĕренсе пĕтерет. Ку çи-тĕнÿсем мăшăрĕ, Александр Алексеевич Галкин поэт, пу-лăшмасăр пулман ĕнтĕ.
Чун-чĕререн тăрăшса, пĕтĕм вăйа хурса ĕçленĕшĕн, çамрăк ăруна тĕрĕс воспитани панăшăн тата музыка кадрĕсене лайăх вĕрентсе хатĕрленĕшĕн В. Галкина нумай наградăсене тивĕçлĕ пулнă.
Юрăсăр, юрă коллективĕсĕр Валентина Митрофановна пурăнма пултарайман.
Хăй йĕркелесе янă «Нарспи» ансамблĕн фольклор уш-кăнĕпе вăл 1973 çулта Ирландине пĕтĕм тĕнчери фольклор фестивальне те кайса килет. Чăваш Республикинчен ют çĕршыва тухса каякан художествăлла пултарулăх коллективĕсенчен пĕрремĕш пулать.
1972-мĕш çулта В. Галкина 50 çул тултарнине халалласа унăн ятне Шупашкар хулин юбилей кĕнеки çине çырса хунă.
Хальхи вăхăтра Валентина Митрофановна Шупашкарта пурăнать. Мăшăрĕ, Александр Алексеевич, 2002 çулта çут тĕнчепе уйрăлнă. Ку вăл Галкинсен çемйишĕн пысăк çухату пулнă.
Пĕлтĕр çурла уйăхĕнче Валентина Митрофановна ачисем тата мăнукĕсем пулăшнипе 80 çул тултарнă ятпа юлташĕсене, тусĕсене, тăванĕсене тата пĕрле ĕçленĕ çынсене чĕнсе савăнăçлă туслăх каçĕ ирттерчĕ.
Н. ИВАНОВ,
ĕç ветеранĕ.