Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мăшăра та, ĕçе те çухатса...

22 ноября 2008 г.

Пĕр хулара пурăнатпăр пулин те ăна эпĕ тахçантанпах курманччĕ. †нер вара, районти çыхăну уйрăмĕн çурчĕ умĕн-че тĕл пулсан, Галяна тÿрех палласа та илеймерĕм. Яланах хаваслă кăмăл-туйăмпа, савăнăçлă пит-куçпа çÿрекенскер, ку хутĕнче пач урăх çын тухса тăчĕ ман умма.

– Тем пулман пулĕ те. – асăрханарах ыйтрăм эпĕ хам лайăх паллакан хĕрарăмран.

– Пулнă çав, пулнă... Çĕр йăтайми хуйхă манăн, пилĕкĕмĕш теçеткене ярса пуснă-пусман «çурăк валашка умĕнче» тăрса юлтăм эпĕ. Вăтăр çул ытла пĕрле пурăннă мăшăрăма пытарни хĕрĕх кун çитмерĕ, паян, акă, ĕçе те çухатрăм. Пĕр хуйхи хыççăн лăпланса çитиччен тепри çапса хуçрĕ..., – куççуль витĕр каласа парать Галина. Çак сăмахсене илтсен эпĕ те çухалса кайрăм, ăна лăплантармалли сăмахсене те тÿрех тупаймарăм. Анчах та Галяна мĕнпур чун-чĕререн хĕр-хентĕм. Юратнă мăшăрне те, хăнăхнă ĕçне те харăсах çухатнăскере манăн питĕ шеллес килчĕ, анчах çакă ăна пушшех те кулянтарнине шута илсе сăмаха урăх енне пăрма шутларăм. Кайран, унпа уйрăлнă хыççăн, чылайччен çак тĕлпулу çинчен шухăшласа çÿрерĕм.

Чăнах та, питĕ кăткăс саманара пурăнатпăр эпир. Паянхи пурнăçра кĕтмен-туман çĕртенех тем те пырса çапма пултарать. Акă, юлашки вăхăтра тĕнчери кризис çинчен нумай калаçаççĕ. Пирĕн пĕчĕк районта та, ав, хăш-пĕр предприятисене çак «нуша» пырса çапрĕ темелле. Кăçалхи январь-октябрь уйăхĕсенче кăна хăш-пĕр ĕç коллективĕсенче штатсене чакарнипе 281 çын ĕççĕррисен ретне лекнĕ. Уйрăмах ОАО «Проммеханизация» тата спирт заводĕнче палăрнă çак тÿнтерле пулăм. Халĕ акă раштав-кăрлач уйăхĕсенче ЗАО «Марпосадкабель» предприяти 100 çын ытла штатсене чакарма палăртнă. Галя вара шăпах çак заводра, ăна уçнă кунранпах, 20 çул ытла вăй хурать.

– Хăшĕсем шкул вĕренсе тухнă хыççăн пынă та ку коллектива, унтах тĕрлĕ профессине алла илсе, çак кабель заводĕнче чылай çулсем хушши ĕçленĕ. Чăннипех те вĕсем хăйсене урăх çĕрте курма та пултараймаççĕ. Мĕн тăвăн, пирĕн вĕсене хамăр хÿтте илсе, урăх ĕçе вырнаçтарма лекет, е урăх профессие вĕренме яма тивет, – хăйĕн чун ыратăвне пытармасăр каласа парать районти халăха ĕçе вырнаçтарас енĕпе ĕçлекен Центр пуçлăхĕ Н. Семенов. Паянхи кун вара кунта ĕç шыраса пынисем 52 çын учетра тăраççĕ, вĕсен хушшинче хĕрарăмсем – 38, пенси çулне çывхарса пыракансем – 6.

Галина та пенси çулне çывхарса пыракан хĕрарăм. Паллах, çак ÿсĕмри çынна, кирек кама илес пулсан та, пурнăçра çĕннине, урăххине хăнăхма йывăр, çав шутра ĕçе те. Сĕнтĕрвăрри хулинче йăпăр-япăр ĕç тупма çуккине пурте лайăх ăнланатпăр. Ахальтен мар ĕнтĕ хăшĕсем, арçынсем кăна мар, хĕрарăмсем те укçа ĕçлесе илес тĕллевпе аякри хуласене çул тытаççĕ, ытларахăшĕ Мускава каяççĕ. Халĕ, ав, унта та кризис пирки ытларах калаçаççĕ. Эй, мăнтарăн пурнăçĕ, мĕн патне пырса тухăпăр капла...

С. КУЛИГИНА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика