Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Конкурссене пĕтĕмлетсе

22 ноября 2008 г.

Хисеплĕ вулакансем, шел пулин те, Ырă ĕçсен çулталăкне халалланă «Телейлĕ йăл-кулă» сăнÿкерчĕксен конкурсĕ вĕçленчĕ. Çулталăк тăршшĕнче редакцие нумай çыру килчĕ. Чи интереслĕ фотосене эсир «Пирĕн сăмах» хаçатăн страницисем çинче курма пултартăр.  

Çапла вара, пĕрремĕш вырăна Малти Чиперуй ялĕнчи Нина Сергеевна Афанасьева çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕш вырăна Шĕнерпуç ялĕнчи Вадим Владимирович Кириллов тивĕçрĕ. Виççĕмĕшне вара Кивĕ Тукай ялĕнчи Г. Максимова тухрĕ (шел пулин те, вăл хăйĕн тата ашшĕн ятне туллин палăрт-ман, çавăнпа та эпир ăна редакцие шăнкăравлама ыйтатпăр).

Сăмах май каласан, «Пирĕн ял пуçланса кайни» сочиненисемпе фотоиллюстрацисен конкурсне те пĕтĕмлетме вăхăт. Шкул ачисемпе учительсем ыйтнипе эпир ăна палăртнă датăран эрне ытларах та тăсрăмăр. Халĕ, акă, çĕнтерÿçĕсене палăртрăмăр.

1-4 -мĕш классем хушшинче,

1-мĕш вырăн – Любовь Дмитриевна Комарова (Атăлçи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулĕ, 4-мĕш класс);

2-мĕш вырăн – Илья Сергевич Мазилкин (1-мĕш номерлĕ гимнази, 3-мĕш класс);

3-мĕш вырăн – Екатерина Алексеевна Голомидова (Атăлçи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулĕ, 3-мĕш класс).

5-8-мĕш классем хушшинче,

1-мĕш вырăн – Валерий Алексеевич Петров (Çатракас-синчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул, 7-мĕш класс);

2-мĕш вырăн – Алексей Сергеевич Елегонов (Октябрьскинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул, 6-мĕш класс);

3-мĕш вырăн – Елена Анатольевна Галкина( Шĕнерпуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул, 5-мĕш класс).

9-11-мĕш классем хушшинче,

1-мĕш вырăн – Татьяна Леонидовна Шорникова (Урхас Кушкăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул, 9-мĕш класс);

2-мĕш вырăн – Анна Андреевна Леонтьева (Октябрьскинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул, 10-мĕш класс);

3-мĕш вырăн – Анастасия Васильевна Васильева (Хуракассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул, 10-мĕш класс).

Икĕ конкурс çĕнтерÿçисене те чÿк уйăхĕн 27-мĕшĕнче 14 сехетре «Пирĕн сăмах» хаçат редакцийĕнче кĕтетпĕр.

РЕДАКЦИ.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика