22 ноября 2008 г.
Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнче нумай паллă ăсчах çуралнă, вĕсен ырă ячĕ тăван халăх асĕнчех пурăнать. Акă, чÿк уйăхĕн 11-мĕшĕнче Шупашкар хулинче Регионсем хушшинчи ăслăлăхпа практика конференцийĕ иртрĕ. ¤на пирĕн ентеше, Анаткас ялĕнче çуралнă Михаил Яковлевич Сироткина халалланă. Кăçал, чÿк уйăхĕн 8-мĕшĕнче, чăвашсен паллă литература тĕпчевçипе критикĕ, фольклорисчĕ, педагогĕ, обществăпа патшалăх ĕçченĕ М. Сироткин çуралнăранпа 100 çул çитрĕ. Эпир, сĕнтĕрвăррисем, чăннипех те хамăр ентешпе мухтанатпăр. Вăл СССР Педагогика ăслăлăх Академийĕн член-корреспонденчĕ, филологи ăслăлăх докторĕ, ятлă-сумлă профессор пулнă.
Сумлă конференцие хутшăнма районти вĕрентекенсем те йыхрав илчĕç, унта нумайăшĕ хастар хутшăнчĕç.
Практика конференцине хутшăнакансем хушшинче Михаил Яковлевичăн çывăх çыннисем пулни савăнтарчĕ. Сироткинсен йăхĕ – сумлă педагогсен йăхĕ; ывăлĕ – Владимир Михайлович техника наукисен докторĕ, профессор; хĕрĕ – Маргарита Михайловна – географи наукисен кандидачĕ, аслă шкулăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ; иккĕмĕш сыпăкри шăллĕ – Владимир Антонович Антонов – Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, 16 çул хушши Шуршăл вăтам шкулне ертсе пынă.
Пĕрлехи ларура М. Сироткинăн чăваш халăх ăс-хакăл культурине тĕпчес ĕçри пĕлтерĕшне хакласа Г. Федоров профессор тухса калаçрĕ. Кăнтăрла иртсен конференцие хутшăнакансем секцисем çине пайланса ĕçлерĕç, тухса калаçакансем ăслăлăх наукинче ĕçлекенсемпе вĕрентекенсем пулчĕç. Пире, сĕнтĕрвăррисене, вĕсем хушшинче Урхас Кушкă шкулĕнчен вĕренсе тухнă Л. Трофимов филологи наукисен кандидачĕ, И. Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ чăваш тата танлаштаруллă литература пĕлĕвĕ кафедрин доценчĕ пулни савăнтарчĕ. Апла пулсан М. Сироткин наукăна уçнă çула ентешĕсем малалла тăсни пире, вĕрентекенсене, чăннипех те хавхалантарать.
Ахальтен каламан пуль ваттисем «Пуян вилет – мул юлать, ыр çын вилет – ят юлать», – тесе. Михаил Яковлевич тунă пархатарлă ĕçсене тăван халăх пĕр ĕмĕр иртрĕ пулсан та манмасть, чăваш литературине вĕрентес ĕçре пысăк утăмсем туни пире, вĕрентекенсене, паянхи кун та тĕлĕнтерет. М. Сироткин ха-тĕрленĕ вĕрентÿ кĕнеки пирĕншĕн паянхи кун та пĕлÿ çăлкуçĕ. Унăн ырă ячĕ халăх хушшинче пурăнĕ. Тăван халăхăмăр унăн ырă ятне манмĕ, яланах асра тытĕ.
Г. ПЕТРОВА,
Урхас Кушкă шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)