22 ноября 2008 г.
Кашни çын хăйĕн çемйине кăмăллать. Унта чи-чи килĕштерекен, юратакан, савăнтаракан çын пур.
Манăн килте те çавăн пекех. Анне маншăн чи хитре чечек, чи ăшă хĕвел пек туйăнать. Вăл пулмасан пирĕн пурнăç çук та пулĕччĕ. Аннесĕр килте хурлăхлă. Вăл пур чухне ялан савăнăçлă та илемлĕ.
Пирĕн çемьере аннен ултă ача. Вăл пире пурне те пĕр пек юратать. Анне пире кăмăллă та ĕçчен çынсем пулччăр тесе çав тери тăрăшать.
Килти выльăхсене аттепе анне юратса пăхаççĕ. Вĕсен аллисем нихăçан та ывăнмаççĕ, чăнах та «ылтăнран» пулĕ вĕсем. Пирĕн килте пурте пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнаççĕ. Çемьере ултă ача пулсан та килте ялан таса та тирпейлĕ.
Çемьере эпĕ пĕрремĕш ача. Мана Оля тесе чĕнеççĕ. Эпĕ саккăрмĕш класра вĕренетĕп. Пушă вăхăтра вара ÿкерме юрататăп.
Иккĕмĕш ачи – Валера, виç-çĕмĕш – Стас, тăваттăмĕш – Егор. Чи кĕçĕннисем – йĕкĕрешсем – Рома тата Степа.
Аннен çуралнă кунĕнче эпир пурте ăна валли парне хатĕрлетпĕр. Аннене эпир питĕ юрататпăр, çавăнпа та сăвă шутласа кăлартăм,
Анне
Юратнă, илемлĕ аннеçĕм,
Мĕн тăваттăмăр эс пулмасан.
Эс чун ăшши, эс ман чĕреçĕм,
Хĕвел çутти эсĕ, анне!
Аннесĕр килте ялан сивĕ. Вăл пурри киле ăшăтать. Анне – чĕре ăшши! Вăл ялан пирĕн чунăмра. Манас çук ăна нихă-çан! Нумай ачана пăхма йывăр пулсан та, «Анне!» – тесе чĕнни унăн чунне ăшăтасса шанас килет.
Хăш-пĕр çынсем çемьере ача кирлĕ мар тесе шутлаççĕ. Ман шутпа çемье тыткăчи шăпах ачасенче, чун тĕпрен-чĕкĕсенче.
Анне пулмасан тата ырă ĕç тума кам вĕрентетчĕ-ха пире. Манăн анне чи ĕçченни, чи хитри, чи илемли. Унсăр манăн чĕре те хурланать. Аннесĕр кил-çурт ăшăнмасть. Вăл килте çук чухне пуçра шухăш та анне çинчен кăна.
Эпир чирлесен те анне ялан юнашар; мĕншĕн тесен пире юратать, пирĕншĕн кулянать. Вăл тепĕр чухне йĕрет те пулĕ, анчах хăйĕн куççульне пире кăтартмасть.
Анне вăл – çутă тÿпе, чи хитре кайăк... Аннене эпир питĕ юрататпăр! Нихăçан та манмастпăр ырă кăмăллă, илемлĕ, ĕçчен аннене.
О. ТЮМЕРОВА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)