Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çÿп-çап купи «ÿссе ларнă»...

22 ноября 2008 г.

Çакăн пек килпетсĕр ÿкерчĕке Шĕнерпуç ялне асфальтлă çулпа пырса кĕнĕ чухне курма пулать. Тем сарлакăш саланса выртакан çÿп-çап, хăлтă купи иртен-çÿренсене, «Акă, курăр шĕнерпуçсем мĕнле пурăннине!», – тенĕнех туйăнать. Паллах, пĕтĕм ял çынни айăплă мар хăшĕ-пĕрисен тирпейлĕхĕ тата культура тени çитменнишĕн.  

Мăшкăлтăк вырăнĕнчен аякра та мар темиçе хваттерлĕ çуртсем лараççĕ. Çакăнта пурăнакансем «сураççĕ» те ĕнтĕ çутçанталăкăн «таса» пичĕ çине. Çав вăхăтрах тĕлсĕр-палсăр лартса тухнă хуралтăсем те тавралăхăн илемлĕхне пăсаççĕ.

Намăса, çынлăха çухатнă çынсем çеç çапла хăтланма пултарни куçкĕрет. Аякран килекен хăнасем, туристсем мĕн шутлаççĕ-ши çакна курсан. Вырăнти хутлăх пуçлăхĕн шухăшне те пĕлес килет кун пирки. Мĕншĕн вăл çул хĕрринче тата яла кĕнĕ çĕртре ÿссе ларнă çÿп-çап купи çине алă сулнă. Унăн та яваплăх тени пулмалла-çке.

Кун пек «чуна ыраттаракан» вырăнсем ытти ялсенче те, Сĕнтĕрвăрри хулинче те сахал мар. Шел, паллах. Ку вăл эпир хамăра хамăр хисеплеме пĕлменнине çеç пĕлтерет. Кашни çыннăн тавралăха тасалăхра, тирпейлĕхре тытассишĕн тăрăшмалла, çак туртăма хăйĕн тÿпине хывмалла. Вара пире никам та культура пирки ÿпкелемĕ.

И. ЛЬВОВ.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика