Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мария Федоровна пулăшма тăрăшĕ...

22 ноября 2008 г.

«Мария Федоровна патне кĕрĕр!» – çапла сĕнеççĕ Хуракасси ял хутлăхĕн администраци çуртне пынисене черете тăма ĕлкĕрнисем. Мария Федоровна Николаева (Чалкова) пурнăçне ĕçрех ĕмĕрлет темелле. Эпĕ çара каиччен те, таврăнсан та кантур ĕçченĕ – хăйĕн хăнăхнă вырăнĕнче, тимлĕхĕпе «йытта çинĕ» тейĕн. Мĕнле ыйтусем кăсăклантараççĕ ку тăрăхрисене ял хутлăхĕн çуртĕнче. Вăл пурне те питĕ хăвăрт татса парать, çав кун пулăшаймасан тепĕр кун килме ыйтать.  

Ашшĕ – Федор Ефимович Чалков, ăслă çын пулнăскер, ял Советне те ертсе пынă. Вăрçăран таврăнсан манăн аттепе Октябрьски район центрĕнче пĕрле ĕçленине каласа паратчĕ вăл. Ф. Чалков районти почта уйрăмĕн ертÿçи пулнă, атте вăрçăран сусăрланса килнĕскер, инвалидсен эртельне суйланнă, иккĕшĕ туслă пулнă.

– Октябрьскинчи почта станцийĕнчи А. Пушкин поэт тахçан ларса тухнă сарлака сак çинче эпир иккĕн вăрçă хыççăнхи пурнăçа çĕклес ыйтупа пайтах калаçса ларнă, ачасене тăнлă ÿстересси пирки те, – аса илетчĕ Виталий ывăлĕпе те Хуракассинче вĕреннĕ ашшĕ.

Çавăн пек ăслă ÿстернĕ вĕсем Марьене те.

Ял хутлăхĕн администрацине пыракансене ăшшăн кĕтсе илет çеç мар хĕрарăм, вĕсем мĕнле ыйтусемпе çитнине те çырса хума ĕлкĕрет. Сăмахран, ашшĕ-амăшĕ вилнисен ачисем килсех тăраççĕ, хуласенчен те пайтах пыраççĕ, ара, пÿрт-çуртне ашшĕ-амăшĕсем вĕсене халалланисем вуншарăн. Çавăн йышши ыйтусемпе пуçтармалли хутсен списокне тÿрех парать специалист, райцентрта шыраса тупмалли ведомствăсен адресĕсем пирки те тĕплĕ ăнлантарать.

Уйрăмах çĕр участокĕсене ывăлĕ-хĕрĕсем хăйсем çине куçарма васкаççĕ, çак ыйтупа та чупаççĕ.

Ял-ял тăрăх пухусене те тухса çÿрет Мария Федоровна, ку тĕлĕшпе ятарлă график тунă. Сăмахран, уйăхăн пĕрремĕш тунтикунĕнчи ирхине Ваçликассинче пулмалла, иккĕмĕш ытларикунĕнче – Нарат Чаккинче. Çак графике пĕлсен ял халăхне уйрăм пĕлтерÿ те кирлĕ мар.

Ял хутлăхĕн историйĕ те майĕпенех çырăнса пырать. Кунта йăнăшма май çук. В. Краснов ял Советне 15 çула яхăн ертсе пынă, унпа çуммăн хĕр çулĕсенче М. Николаева-Чалкова вăй хунă, паянхи кун В. Терентьев – 17 çул ял кăлавинче, Мария Федоровна каллех юнашар.

Малтанхи ял Совет çурчĕсем ăçта ларни, камсем патĕнче «хваттерленни» те специалист асаилĕвĕсемпе паллă. Акă, пĕр вăхăт Пукаш ял Совечĕ те, Чиперуйăн та Хуракасси шутĕнче пулнă.

Уйрăмах ватă карчăк-кĕрчĕксем, сакăрвунна ярса пуснă, ун урлă каçнă мучисем кăмăллă кăлаван пĕрремĕш çумĕпе. «Чи кирлĕ ĕçсемпе 80 çулхи Услă Пукашри Матвей Семенович Семенов вăрçă ветеранĕ кантур умĕнче уйăхра пĕрре те пулин пулатех, – теççĕ хуракассисем. – Хăйшĕн чупмасть вăл, акă, Çĕнъял Пукашпа Услă Пукаша каякан асфальт çул хĕррипе йывăç ларттарас ыйту унăн е автобус чарăнăвĕнче «Услă Пукаш ялĕ» тесе çырни кирлĕ, е тата çăлсен территорине тирпейлемелле...». Канăç памасть кантуртисене ветеран, района та тăтăшах çÿрет. Унăн ыйтăвĕсем, сĕнĕвĕсем пурнăçланмаççĕ мар.

Çапла, ĕçре ку тăрăхрисем, суйлавçисем те, вĕсене «тивĕçтерекенĕсем» те...

А. МАКСИМОВ.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика