Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕсем кулленхи тимлĕхе тивĕç

15 ноября 2008 г.

Пурнăç çав тери кăткăс япала. Çын ĕмĕрĕнче пĕр кĕтмен çĕртен темĕн те сиксе тухма пултарать. Чăн та, ырă-сывă пурăннă чух, ку ç-пу ç йĕркеллĕ курнă, хăлха илтнĕ, ал-ура тĕрĕс-тĕкĕл ĕ çленĕ чух эпир пурнă ç çинчен ун пек тарăннăн шутламастпăр та пулмалла, мĕн пуррине ти-вĕ çлипе хаклама та пĕлместпĕр. Ку çе ç те мар-ха, хамăрпа юнашар вăл е ку инкеке пула сусăрланнă е ачаранах инвалид пулса тăнисем пурăнни çинчен те манатпăр тепĕр чух. Анчах шăпа тени тепĕр хăш чухне пач кĕтмен «сюрпризсем» кăларса тăратать, паян чипер ырă-сывă пулсан, ыран ним мар инвалидсен ретне тăма пулать.

Акă, пирĕн пысăках мар районта кăна шăпа «кÿрентернĕ» 1557 инвалид пурăнать. Республика, Ра ç çей шайĕнче илес пулсан вара çак цифра мĕнлерех çÿлелле ÿсет. Ахальтен мар ĕнтĕ çулсеренех раштав уйăхĕн 3-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунне паллă тума йышăннă. Çакă юнашар пурăнакан инвалидсем çине кирлĕ пек тимлĕх уйăрмалли çинчен тепĕр хут аса илтерекен пулăм. Эппин, çак куна тивĕ çлипе паллă тумалла.

Районти халăха социаллă хÿтлĕх паракан пай ĕ çченĕсем пĕлтернĕ тăрăх чÿк, раштав уйăхĕсенче ку тĕлĕшпе тĕрлĕ мероприятисем ирттерме палăртнă, ятарлă план та туса хатĕрленĕ. Акă, нумаях пулмасть районти икĕ çемье, Владимир Ивановичпа Нина Антоновна Голыгинсем тата Зоя Борисовнăпа Василий Ильич Федоровсем инвалидсен творчествăлла ĕ çсен Çĕнĕ Шупашкарта ирттернĕ ви çĕ район хушшинчи конкурсне хутшăнса пĕрремĕш вы-рăна тухма пултарнă. Çак пултаруллă мăшăрсем кĕ çех республика шайĕнче ирттерекен конкурса та хутшăнĕ ç.

Чÿк уйăхĕн 21-мĕшĕнче хулари 11-мĕш номерлĕ училищĕре инвалид ачасен спорт фестивалĕ иртмелле. Сăмах май каласан, паянхи кун пирĕн районта 70 инвалид ача пурăнать.

Районти тĕп библиотекăра, краеведени музейĕнче, Сĕнтĕрпу ç, Чăнкасси, Аксарин, Шĕнерпуç, Октябрьски, Урхас Кушкă тата ытти нумай-нумай ялсенче инвалидсене халаллланă тĕрлĕрен меро-приятисем ирттерме палăртнă. Пĕр сăмахпа каласан, шăпа «кÿрентернĕ» çынсен пурнăçне кăшт та пулин çăмăллатас, интереслĕрех тăвас тĕллевпе сахал мар хаваслă концертсемпе кану ка çĕсем, тĕрлĕрен вăйăсемпе конкуссем иртĕç .

С. ИВАНОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика