Çапла, вăрăм ĕмĕре пурăн-са çитрĕ Николай Михайлович, анчах çулсем ăна ватăлтарнă теме чĕлхе çаврăнмасть. Уткаласа çÿреме йы-вăртарах пулин те утăмрах урисем, ку çĕсем – ялкăшура, чунĕ – çункă çра. Пăхатăн та ун çине ирĕксерех çапла ыйту çуралать, «Хăй ĕ çленĕ хушăра мĕнлерех çирĕп пулнă-ши ун уттийĕ.». «Чăн та, чупса çÿренĕн ĕ çленĕ»Ĕ– палăрта ç çĕ унăн « çуначĕ» айĕнче тăрăшса пи çĕхнисем.
Н. Михайловăн ĕ ç биографийĕ те çав тери пуян, паллах, 45 çул пĕтĕмĕшле стажран 25-шĕ потребкоопераци системинче иртнĕ. Çак шутран 23 çул хушши вăл Октябрьски райпоне ертсе пынă. Кашни ялта магазинсем у çни, 6 пекарньăна хута яни, пĕр лашапа 1 автомашинăран тăнă автопарк 20 техника единиципе пуянланни, Атăл тăрăх 30 пин кубла метр чухлĕ вутă юхтарни т. ыт. те – вырăнти потребкоопераци историйĕнчи паллă тапхăр.
Хăйĕн тăрăшулăхĕпе, яваплăхĕпе ахаль рабочирен ертÿ çĕне ĕ çлесе çитнĕскер Тăван çĕршывăн Аслă вăр çин «тутине» те астивнĕ, шел, суранланнă хы ç çăн çапă çусен малти позицийĕнче пулайман, анчах çĕнтерĕве çывхартассишĕн питех те ответлă строительство участокĕсенче ĕ çлĕхĕпе тĕлĕнтернĕ. 1939 çулта каччă çар службине кайма еплерех хатĕрленни те хăйне май кăсăклă. Салтак пулассишĕн çунса çамрăк Микулай çар тумне хăйĕн ячĕ тухиччен чылай малтан çĕлеттерсе хунă-мĕн.
Николай Михайлович пурнă çа хаклама пĕлнех çав. Çăкăр-тăвар хире-хирĕ ç тенĕн, хисепĕ те çăлку ç пек тапсах тăнă. 12 хутчен Н. Михайлов Октябрьски ял Совечĕн халăх депутатне суйланнă, çĕре яхăн тĕрлĕ шайри Хисеп хучĕсене тивĕ çнĕ, теми çе те çетке медальсемпе наградăланнă, орденсен кавалерĕ шутне кĕнĕ. 80 çултан иртсен те наградăсем илме пăрахман ветеран. Пĕлтĕр, акă, ун патне «За вклад в развитие потребительской кооперации России» орден çитнĕччĕ .
Активлă пурнă ç позицийĕ Н. Михайловăн чунне амăшĕн сĕчĕпех кĕрсе вырна çнă, ахăртнех. 20 çул ытла вăл райпо ветеранĕсен Советне ертсе пырать, районти ĕ çпе вăр çă ветеранĕсен Совечĕн ĕ çне те хастар хутшăнать.
Мĕнле туять ветеран 90 çул урати урлă тин çе ç ка çнă, юбилейпа ял-йышран хисеппе тав сăмахĕсем илтнĕ хы ç çăн. Кун пирки ха çатăн çитес кăларăмĕнче кĕскен каласа кăтартма тăрăшăпăр. Паян вара, хаклă Николай Михайлович, Сире пиншер вулакан ячĕпе саламласа пу ç таятпăр. † çĕрпе хывнă никĕсĕр Сирĕн çирĕп. Çав çирĕплĕх çиппи малаллахи йăхăрсенче татăлма ан пĕлтĕр. «Ара, вĕсен ăслă-тăнлă ачисем ватăлма пĕлмен Николай Михайлович Михайловран тухнă мар-и», – тесе аса илекенсем ан çухалччăр. Сывлăхлă вăрăм ĕмĕрĕр чунри кăварпа татах та тăсăлтăр.
И. НИКИТИНА.