Халĕ Ольга Васильевна, ача садĕнчи пĕр пушă пÿлĕмре таврапĕлÿ çĕсен кĕтесне у çассишĕн тĕрлĕ инстанцисене кунлать. Палăртмалла, вăл хăй те районти, республикăри таврапĕлÿ çĕсен союзĕсен хастар членĕ.
Акă, хатĕр папкăра кунтах ÿссе çитĕннĕ Валентин Янкай сăвă çăн ал çырĕвĕсем вуншар.Ăна авторăн хĕрĕ Лариса Янсас сăвă çпа пĕрле йĕркене кĕртсе çитернĕ.
Тĕлĕнмелле ятсем ку тăрăхри çырма- çатрасенче ахальтен çырăнса юлман пулĕ. «Пуп çырми», «Янкай ращи», «Янсас сукмакĕ».
Тах çан, аллăмĕш çулсемчченех, ларнă чиркÿ никĕсĕ вырăнĕнче часавай у çассишĕн те Ольга Шĕнерпиех çине тăнă. Çакăн çинчен хăйĕн пĕр произведенийĕнче çырса кăтартнă.
Таврапĕлÿ çĕсен музейĕн ярăмĕнче çак ялта çуралнă Иван Саламбек çырав çă, кунта вĕреннĕ Иван Викторов, Альпăрт Канаш ячĕсемпе ĕ çĕсем те пулĕ ç. Шĕнерпу ç шкулĕ – ку тăрăхри чи ватă шкулсенчен пĕри. Теми çе те- çетке паллă ăсчахсем пĕлÿ илнĕ икĕ хутлă йывă ç çуртра.
Йĕркелеме палăртнă музейрах Шĕнерпу çпе кÿр-шĕллех ларнă анчах паян карта çинчен çухалнă Аслă Кăршка, Вăрман Кăршка, Пĕчĕк Кăршка ялĕсем, çавăн пекех Акчура, Кармал, Кудемер историйĕсем те пулĕ ç.
Материалсем пухас ĕ çрен районти таврапĕлÿ çĕсен союзĕн ертÿ çин çумĕ Валентин Греков та юлмасть. Шкул ертÿ çи, «Октябрьский» совхозăн партком пу çлăхĕ пулнăскерĕн, çĕнĕ çĕрсем у çнă çĕре хутшăн-нăскерĕн опычĕ те пуян, пурнă çĕн урапийĕ те тулли темелле. Вăл хăй те иртнĕ çул пĕр пĕчĕк кĕнеке çырса кăларма пултарчĕ. Запасри офицер, ялан мал ĕмĕтлĕскер, ватлăхне пăхмасăр ялан шыравра, ĕçĕнче – çамрăксемпе çамрăкла, ваттисемпе ватăлла.
В. МАКСИМОВ.